Хӗрлӗ Чутай шкулӗ - 200 ҫулта

 Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Хӗрлӗ Чутай районӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре пулчӗ.

Шӑпах ҫак кун Хӗрлӗ Чутай шкулне никӗсленӗренпе 200 ҫул ҫитнине халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ. Уява Олег Алексеевич та хутшӑнчӗ. Вӑл район ҫыннисене, вӗрентекенсене, ветерансене ҫак кунпа саламларӗ, малашне те тӑрӑшса ӗҫлеме чӗнсе каларӗ.

1821 ҫулта хута кайнӑ шкул паян пурнӑҫпа тан аталанать. Кунта "Вӗрентӳ" наци проекчӗн "Хальхи шкул" проекчӗпе килӗшӳллӗн "Точка роста" центр уҫнӑ. Ӑна пурнӑҫлама 2 вӗренӳ пӳлӗмне тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. 1,6 млн тенкӗлӗх оборудовани туяннӑ.

Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче вӗренекенсем тӗрлӗрен проект-конкурсра тӑтӑшах ҫӗнтереҫҫӗ, призерсем пулаҫҫӗ.

Физкультура валли 2 спорт залӗ ӗҫлет. Ҫавӑн пекех ташӑ залӗ те пур. Кӑҫал кунта каллех кадет класӗ уҫӑлнӑ. Ҫак шкултан вӗренсе тухакансем тӑван еншӗн пысӑк ӗҫсем тӑвасса, чӑн-чӑн ӑстасем пуласса шанас килет.



Хыпар
20 декабря 2021
11:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter