Олег Николаев Хӗрлӗ Чутай шкулĕ никĕсленнĕренпе 200 ҫул ҫитнĕ ятпа саламланă

Олег Николаев Хӗрлӗ Чутай шкулĕ никĕсленнĕренпе 200 ҫул ҫитнĕ ятпа саламланă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта пулнă, вĕренӳ учрежденийĕ 200 ҫул ҫитнине халалланă мероприятине хутшăннă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче шкулта ĕҫлесе тивĕҫлĕ канăва тухнисене, ветерансене, уява пухăннă мĕнпур халăха, шкулта ĕҫлекен учительсене мухтаса тав тунă, малашне те тухăҫлă ĕҫлеме чĕнсе каланă.  «Пирĕн яланах ĕмĕтленме пĕлмелле. Ĕмĕтленни яланах пурнăҫа кĕрет теҫҫĕ. Хамăрăн ăва тата та пысăк тĕллевсем лартмалла.  Ҫитĕнӳсем тăвас тесессĕн, пурсăмăрăн та алла алăн тытăнса ĕҫлемелле.  Кун пек пулсан, вара пирĕн хамăрăн ҫитĕнекен ăру умĕнче те намăс пулмĕ.  Пурнăҫ та ырă енне куҫса пырĕ», - тесе каланă Олег Николаев.  Сăмах май, паянхи пурнăҫ таппинче ҫĕнĕ технологийĕсен витĕмлĕхне вĕрентӳ пайĕнче  тĕпе хурса ĕҫлесе пымаллине те палăртса хăварнă.

Шкулăн историйĕ пуян.  Вĕренӳ учрежденине  1821 ҫулта йĕркелесе янă.  Паян вара палăртма кăмăллă, питĕ хастар ĕҫлесе пыраҫҫĕ шкулта. Районти тĕп центр шутланать. Кунти вĕрентӳ хатĕрĕсем пĕтĕмпех паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăраҫҫĕ.  Вĕрентекенсем те тарăн пĕлӳ илнисем, вĕсен паха ĕҫ опычĕ чăнласах та, ыттисемшĕн паха тĕслĕхре.

Кунта "Вӗрентӳ" наци проекчӗн "Хальхи шкул" проекчӗпе килӗшӳллӗн "Точка роста" центр уҫнӑ. Ӑна пурнӑҫлама 2 вӗренӳ пӳлӗмне тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. 1,6 млн тенкӗлӗх оборудовани туяннӑ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ регионта юрăхсăра тухнă шкулсене тĕпрен юсав ĕҫĕсем тăвассипе мероприятисем курăмлă пулса пынине палăртнă. Шкулсене модернизацилессипе республикăра комплекслă программа йышăнса хăварнă. Пурĕ 190 вĕренӳ учрежденине тĕпрен юсаса ҫĕнетме плана кĕртнĕ.  Кунсăр пуҫне, федерацин программипе килĕшӳллĕн, пиллĕк ҫул хушшинче тата та 73 шкула ҫĕнетесси те планра пур, вĕсене валли 3 млрд пăхса хăварнă. 2022 ҫулта 11 шкула тĕпрен ҫĕнетессине те плана кĕртнĕ.   

Мероприятинче республика Пуҫлăхĕ тăван чĕлхепе уява пухăннисене саламланă.  Халăх хушшинче чăваш чĕлхи ытларах та ытларах янăратăр тесессĕн, йăла-йĕркепе культурăна анлăрах сармаллине чĕнсе каланă.  Палăртма кăмăллă, кăҫал ачасене кĕҫĕн классенче вĕрентме тăван чĕлхепе ятарлă пособи хатĕрлесе панă.  Ҫĕнĕ кĕнекесене ҫитес вĕренӳ ҫулĕнче иккĕмĕш, виҫҫĕмĕш, тăваттăмĕш классем те тивĕҫĕҫ.  

Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче вӗренекенсем тӗрлӗрен проект-конкурсра тӑтӑшах ҫӗнтереҫҫӗ, призерсем пулаҫҫӗ.  Ачасем хастар тĕрлĕ конкурссене хутшăнма, вĕсем тăтăшах малти вырăна тухса ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраҫҫĕ.  Калăпăр, «Медиавызов РДШ»  ăмăртура федераци шайĕнче 11 класра вĕренекен хĕр ача ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫлĕ пулнă. «Пысăк перемена» Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулнă конкурсра,  ХХI-мĕш ĕмĕрти лидер тата ытти ăмăртусенче хутшăнса республика чысне хӳтĕлеме пултарнă.

Шкулта сывлăха ҫирĕплетме, ăсталăха туптама тĕрлĕ условисем пур. Спорта кăмăл тăвакансем валли икĕ зал хатĕрленĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, шкулта ачасем пултарулăха та ӳстерсе пыма пултарайраҫҫĕ.  

Кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕнче кадет класне пуҫарса янă. 2020 ҫулта 8-мĕш класра вĕренекен полиатлон ăмăртăвĕнче мала тухса, Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ ушкăнне кĕнĕ.  



20 декабря 2021
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter