Пурне те çитмелле
Шалу тӳлеме тата 305 миллион тенкĕ. Чăваш Ене нухрат федераци хыснинчен çитнĕ. Укçана тăватă министерствăна пайласа парĕç. Ытларах пайне вĕрентекенсем илĕç. Вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕ, ĕç тата культура министерствисем. Хушма укçана 39 000 çын илмелле. Шалу вĕсен 30 000 ытларах пулмалла. Çулталăкне ӳсĕм – 10 %. Иртнĕ 11 уйăхра районпа хуласен тупăшĕ те 19 % яхăн пысăкрах. Ӳсĕм 25 муниципалитетра пулнине палăртмалла. Чи пысăкки – Çĕмĕрле районĕн – 66 %, чи пĕчĕкки – улатăрсен – 6 процента яхăн. Çĕмĕрле хули вара 2 процент сахалтарах тупăш илнĕ. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне шăмăршăсем, Улатăрпа Çĕмĕрле хулисем хыснари укçа-тенкĕне палăртнинчен ытларах тăкакланă. Çакна шута илсе республикăри резерв фондĕнчен муниципалитетсене тата 300 миллион тенкĕ уйăрса пачĕç. Нухрата вырăнти вĕренӳ, культура, спорт аталанăвне тăкакламалла. 2021 çулта районпа хуласене пĕтĕмĕшле пĕр миллиард тенкĕ уйăрнă. Ку иртнĕ çулпа танлаштарсан 350 миллион тенкĕ ытларах. Ял хуçалăх тытăмĕ те тимлĕхре. МИХАИЛ НОЗДРЯКОВ: «Ял хуçалăх техникине çĕнетес программа республикăра лайăх пурнăçланать. Иртнĕ çулта, Олег Алексеевич, эсир йышăннипе тĕрев пайне 40 процента çитернĕ. 2019 тата 2020-мĕш çулсенче 443 миллион тенкĕ уйăрнă пулсан 2021-мĕш çулта кăна 750 миллион тенкĕ палăртнă. Хамăр çине илнĕ тивĕçсене туллин пурнăçлама тата 409 миллион тенкĕ уйармалла». Малтан тата халь уйăрна укçа пĕр миллиард та 160 миллион тенкĕ. Çакă 1468 техника туянма май парать.