Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев граждансемпе раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче тӳрĕ лини ирттерет

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче  граждансемпе «тӳрĕ лини»  йӗркелесе ирттерет. Унта вăл ҫынсен ыйтăвĕсене хуравланисĕр пуҫне, ҫулталăкри тĕп ĕҫсене те пĕтĕмлетет.

Чăваш Енре пурăнакансем студине   56-51-00 телефон номерĕпе шăнкăравласа тухма, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пама пултараҫҫĕ.  Асӑннӑ номерпе «тӳрĕ лини» вăхăтĕнче кăна шăнкăравласа тухма май пулать.  Ыйтусене эфир вăхăчĕ пуҫланичченех е тата эфир вăхăтĕнче палăртнă ятарлă формăпа йышăнаҫҫĕ.  Хурав илес тетĕр пулсан хӑвӑрпа ҫыхӑнмалли контактсене тĕрĕс пĕлтермелле. Кашни ыйту ҫинех хурав пулĕ, анонимлă ыйтусем вара хуравсӑр юлӗҫ.  Ыйтусене видео мелĕпе те ҫитерме юрать ( файлăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 20 МБ иртмелле мар).   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ эфира  18 сехетре тухать.  Тӳрĕ линин трансляцине «Россия 24», ютюб-каналĕсенче, «ГТРК Чувашия»«Республика 21» каналсенче пăхма пулать.

Аса илтеретпĕр, социаллă сетьсенче халăх ыйтăвĕсем ҫине пуҫласа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ 2020 ҫулта хуравланă.  Чăваш Енре пурăнакансемпе 2021 ҫулта тăватă хутчен онлайн-тĕлпулу йӗркеленĕ, кăҫалхи авăн уйăхĕпе чӳк уйăхĕнче Олег Николаев кăшăл вирус чирĕпе кĕрешес ыйтусемпе граждансемпе уҫă калаҫу ирттернĕ.  

 



21 декабря 2021
15:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter