И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетĕнче ҫĕнĕ лаборатори уҫӑлнӑ

И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетĕнче ҫĕнĕ лаборатори уҫӑлнӑ

«ЧПУ малта пыракан предприятисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлени – Чăваш Республикишĕн кăна мар пысăк мăнаҫлăх, Раҫҫейшĕн те, тĕнче шайĕнче те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Паянхи пурнăҫ таппинче эпир тĕнче гиганчĕсемпе  пĕр тан ăмăртатпăр.  Чи пĕлтерĕшли вара, ҫапла тума пирĕн условисем пурри.  Малалла ҫитĕнӳсемпе ĕҫлеме  лайăх.  База кафедринчен пуҫласа линине тăсса пыни, аслă шкулсемпе предприятисем хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăну пулса пырать. Студентсем тарăн пĕлӳ анчах илсе пымаҫҫĕ, вĕсем производствăсенче пулса унти ĕҫ-хĕлпе те паллашаҫҫĕ, кулленех чи ăста инженерсемпе тĕл пулса калаҫаҫҫĕ, вĕсен паха ĕҫ опытне ăша хывса пыраҫҫĕ. Çĕнĕ йышши хатĕрсем пулăшнипе яшсемпе хĕрсем электротехника тытăмĕнчи ăслайсене вĕренеççĕ», - тесе палăртса хăварнă хăйĕн сăмахĕнче  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Лабораторине  Энергетиксен кунĕ умĕн савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă.  «Электроэнергипе тивĕҫтерес ĕҫ паян питĕ хăватлăн пурнăҫланса пырать.  Эпир час-часах «симĕс» энергетика пирки сăмах пуҫаратпăр. Вăл технологисене пурнăҫа кĕртсе пырасси ҫине те сахал мар тимлĕх уйăратпăр.   Апла пулсан, ку тĕлĕшпе сахал мар ҫĕнĕлĕхсене вĕренсе пыма тивет, кулленех ăс-тăн тĕнчине пуянлатмалла.  Ыттисенчен юлас мар тесен, паянхи пурнăҫ ыйтакан ыйтусене те туллин тивĕҫтерме пĕлмелле», - тенĕ Олег Николаев.    

А.К. Аракелян ячĕллĕ техника вăйăсен лабораторийĕ аслă шкул пухнă паха ĕҫ опытне тĕпе хурса чылай тĕпчев ĕҫĕсене туса пыма витĕм кӳрет. Кунтах студентсене тарăн пĕлӳ илме тĕрлĕ условисем хатĕрлесе тăратнă.  Ҫамрăк яш-кĕрĕм электропривод тата автоматика, промышленноҫра усă курăнакан электроника,  электротехнологи тытăмĕсене тарăн тĕпчесе, вĕсемпе усă курма вĕренсе пыраҫҫĕ.

Чăваш патшалăх университетĕнче пĕтĕмпе 11 лаборатори ĕҫлет.  Вĕсене электротехника кластерĕнче тăрăшакан партнерсем уҫма витĕм кӳнĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ «ЧЭАЗ» АО электротехника тата электроэнергине перекетлеме май паракан технологисене пăхса тухнă, «Экра» «Цифровая подстанция» НПП ООО вĕрентӳ лабораторийĕсенче пулнă, унти условисене курса ĕненнĕ.    Энергетика, электротехника, радиоэлектроника тата автоматики факультечĕн студенчĕсем Чăваш Ен Пуҫлăхне тата хăнасене хăйсен пуҫаруллă проекчĕсем пирки каласа кăтартнă.  Хальхи вăхăтра факультетсенче пĕтĕмпе 1400 студент ăс пухать, вĕсенчен 43-шĕ ют ҫĕршывран килнисем.  

Тарăн пĕлӳ илнĕ хыҫҫăн, ытларах яш-кĕрĕм электротехника тытăмĕпе ҫыхăннă предприятисенче ĕҫлеме кăмăл тăвать. Вĕсем «НПК «Элара» ОАО,  «ЧЭАЗ» АО, ООО НПП «Экра» НПП ООО, «НПП «Технотрон» ООО, «ИНТЭК» ООО,  «АНОД»  НПП ООО ĕҫлесе хăйсен ăсталăхне кăтартаҫҫĕ.

Промышленноҫ предприятийĕсемпе пĕрле наукăпа тĕпчев, вĕрентӳ лабораторийĕсем уҫăлса пыраҫҫĕ.  Вĕсене хатĕрлес ĕҫе кандидатсем, предприятисенче ĕҫлесе пысăк хисепе тивĕҫнисем, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан электротехника хатĕрĕсене тирпейлес ĕҫе витĕм кӳрекен пысăк профессионалсем ăсталăха туптама вĕрентеҫҫĕ.   Палăртма кăмăллă, студентсем, тарăн пĕлӳ илнисем, пĕтĕм ҫĕршыв, тĕнче  шайĕнче иртекен  ăмăртусене хутшăнса пысăк ҫитĕнӳсемпе палăраҫҫĕ, республика чысне хӳтĕлеҫҫĕ.  Сахал мар ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнĕ, ыттисемшĕн паха тĕслĕх пулса тăнă.  Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулакан тĕрлĕ конференци ĕҫĕсене хутшăнса, хăйсен тавра курăмлăхне ӳстерсе пыни те куҫ кĕретех.   

 



21 декабря 2021
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter