Тӗп сферӑсенчи ĕҫсене централизацилени коррупцирен сыхланма май парать

Тӗп сферӑсенчи ĕҫсене централизацилени коррупцирен сыхланма май парать

«Асăрхаттарас енĕпе тăвакан пĕрлехи ĕҫсем, коррупци тăвассинчен сыхланса ирттерекен мероприятисем, йĕрке пăсакансене тупса палăртас енĕпе пурнăҫланакан профилактика ĕҫĕсем, бюджет укҫи-тенкипе усă курассинче тимлĕхе малти вырăна хуни пĕлтерĕшлĕ», – тесе палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин черетлĕ ларăвне уçнă май  вăл çĕршыв ертӳлĕхĕ коррупципе пĕр шелсĕррĕн кĕрешмешкĕн тĕллев лартнине аса илтернĕ.

 Паян Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ҫӳлерех асăннă ыйтусем кун йĕркинчи чи ҫивĕччисем пулса тăраҫҫĕ.  «Бюджетран тăкакланакан укҫасемпе тухăҫлă усă курмалла, тĕлли-паллисĕр вĕсене пĕтерме никамăн та ирĕк пулмалла мар»,  тесе асăрхаттарса каланă республика Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.  «Объектсене вăхăтра хута ямалла, вĕсене валли уйăрнă укҫа-тенкĕпе те пĕлсе тĕрĕс усă курса пымалла», тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   Патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курассин тытăмĕнче правăна пăснă тĕслĕхсем ан пулччăр тесе мĕнлерех профилактика ĕçĕсем ирттернипе те тĕплĕн паллаштарнă паянхи канашлăва пухăннисем.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ку ĕҫе тĕрĕслевпе шутлав органĕсен ĕҫченĕсене те явăҫтарсан вырăнлă пулассине палăртнă. Кăҫал, шăпах та сăмах май вĕсен тытăмне централизацилессипе курăмлă ĕҫсем пулса пыраҫҫĕ регионта.  «Кун пек туни – кирек-епле ĕҫе те туххăмрах тишкерме, финанс тĕлĕшĕнчен тухăҫлă усă курнипе курманни ҫинчен те пĕлсе тăма май парать», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Регион Пуҫлăхĕ  ҫул-йĕр  ĕҫĕсене централизацилессипе хăвăртлăха ӳстерме чĕнсе каланă. Строительство пайне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма палăртса хăварнă вăл.  Лаборатори ыйтăвне те куҫран вĕҫертме юраманнине асăрхаттарнă Ертӳҫĕ.  Централизациленĕ майпа пулса пыракан ĕҫ проектсен пахалăх шайне ӳстерме витĕм кӳрет, объектсене пурнăҫа кĕртессин тапхăрне те кĕскетме май парĕ. Тепĕр тесен, мĕнпур ĕҫе тивĕҫлĕ туса пыма хистет. «Кун пек тумасан, нихăҫан та эпир тĕрĕслĕх патне ҫитеймĕпĕр.   Умри тĕллевсем пысăк, пурнăҫламалли те сахал мар.  Пирĕн паянхи пурнăҫ ыйтакан ыйтусене те тивĕҫтерме пĕлмелле. Пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлесе пыни вырăнлă», тесе палăртнă Олег Николаев.  

«Кăҫал строительство пайĕнче ҫакнашкал ĕҫе пуҫарса пурнăҫа кĕртрĕмĕр, паха тухăҫлăха та курса пурсăмăр та ĕнентĕмĕр», тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. Патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли тĕрлĕ тавар туянмалли процедурăсемпе механизмсене лайăхлатас тĕлĕшпе те тимлĕх пысăк.

Кăҫал йĕрке пăсса ĕҫленĕ, яваплăха туйман подрядчиксен реестрне туса хатĕрлеме чĕнсе каланă Чăваш Республикин Строительство министерствипе Чăваш Республикин Ҫул-йĕр тата транспорт хуҫалăх министерствине  регион Пуҫлăхĕ.

Проектсене тăвас ĕҫе те централизацилеме тепĕр хут асăрхаттарса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Пĕчĕк хуласемпе историллĕ поселенисене хăтлăлатассипе Пĕтĕм Раҫҫейри чи лайăх проектсен шайĕнче пурнăҫа кĕрекен проектсене централизацилеме сĕннĕ вăл.  «Кун пек чухне, паха проектсене пурнăҫа кĕртетпĕр.  Строительство ĕҫне те технологисене тĕпе хурса, архитекторсен сĕнĕвĕсене шута илсе  пурнăҫлама аван», тенĕ вăл.    

Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне сахал мар патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшу куҫарса параҫҫĕ. Апла пулсан, вĕсемпе тĕллевлĕ усă курнипе курманни ыйту та ҫивĕч тăрать. Кун пирки паянхи канашлăва пухăннисем тарăн ыйтăва тишкернĕ.  Уйрăмах, муниципалитетсене тавралăха типей-илем кĕртме чылай тĕрев куҫарса параҫҫĕ, вĕсемпе тухăҫлă усă курнипе курманнине те сӳтсе явнă ларăва пуҫтарăннисем.  Нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсасси,  автомашина ҫулĕсене сарасси ыйтусем те кун йĕркинчех.  Чăваш Республикинче Коррупципе кĕрешмелли пĕрлехи мероприятисен планне мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетнĕ, 2022 ҫулхи ĕҫ планне те пăхса тухнă.



21 декабря 2021
14:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter