Асăрхануллă пулмалла
Çĕнĕ çулччен шутлă кунсем юлчĕç. Чăваш Ен тĕп хулинче фейерверк яма 55 лапам палăртнă. Ку йыша парксемпе скверсем, стадионсемпе аллейăсем кĕреççĕ. Уяв инкек ан пултăр тесе хăрушсăрлăх йĕрки тĕп вырăнта пулмалла. Ку ыйтăва паян ятарлă ларура сӳтсе яврĕç. Çĕнĕ çулхи кану кунĕсем кăçал вунă кун пулĕç. Иртнĕ çулхине аса илсен вĕсем савăнтармаççĕ. Республикăра кашни кун тенĕ пекех хĕрлĕ автан алхаснă, çут тĕнчерен çынсем уйрăлнă. СЕРГЕЙ ПАВЛОВ: «Çĕнĕ çул уявĕсем çывхарса килеççĕ. Хăрушсăрлăх йĕркине манмалла мар. Пушар тухасран сыхланмалла, ачасене сăнасах тăмалла. Сирпĕтекен хатĕрсене йĕркене пăхăнса усă курмалла». Паллах, салют-петарда илемне курас тесен ятарлă вырăна тухмалла. Фейерверк яма, сăмахран, Çĕнĕ Шупашкарта, икĕ лапам кăна уйăрнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ку сахаллине палăртрĕ, хушма вырăнсем йĕркелеме хушрĕ. Сывлăх сыхлав объекчĕсем те пысăк тимлĕхре. Кунта 400 ытла йĕркене пăснă тĕслĕх тупнă. Виçĕ юридици тата 21 должноçри сăпатсене административлă явап тыттарнă.