Пĕрле ĕçлемелле

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев «ВНИИР» предприятин тĕп директорĕпе Владислав Костинпа, унăн директорĕпе Дмитрий Косыхпа тĕл пулчĕ. Асăннă компани йĕркеленнĕренпе кăçал 60 çул çитрĕ. Реле тăвассипе çыхăннă предприятисенче çак компанире вăй хуракансем йышлă ĕçлеççĕ. «Эппин, кунта питĕ ăста кадрсем хатĕрлеççĕ», – терĕç тĕл пулура. «АБС-Электро» компанисен ушкăнĕ ВНИИР уçă акционерлă пĕрлешӳ йышне кĕрет. «Регион, çĕршыв шайĕнчи экономикăна аталантарассипе нумай вăй хуратăр, пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçлатăр, çĕнĕ технологисене пурнăçа ăнăçлă кĕртетĕр, пирĕн малашне те пĕрле ĕçлесчĕ», – терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Тĕслĕхрен, çак компани тăрăшнипе, 2023-мĕш çулта промышленность предприятисенче çут çанталăка тимлекен экологи датчикне хута ярасшăн. Чăваш Енре тĕрлĕ проект пурнăçланать, вĕсенчен пĕри «симĕс лапам». «Тĕрĕссипе, ăна технопарк темелле, калăпăшĕпе вăл пысăк пулса тухмалла», – терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. ВЛАДИСЛАВ КОСТИН: «Амур çинчи Комсомольскра – плазмăпа касассипе, Северодвинскра – сывлăша типĕтекен технологисене хута ярассипе, Минскра – ТЭЦ валли тулли комплекса ĕçлеттерессипе, Ленинград облаçĕнче реле хӳтĕлевĕн тата Казахстанри АЭС тытăмĕ валли хатĕрсем тăвассипе, Карели валли тĕрлĕ проектсем хатĕрлессипе тачă ĕçлетпĕр. Унсăр пуçне Мускаври метрон 4 станцийĕ валли хăтлăхпа тивĕçтерекен хатĕрсем хута ярасшăн». Çавăн пекех энергие тухăçлă перекетлессипе çыхăннă проектсене пурнăçлас ĕç кал-кал пырать. Шупашкар гидроэлектростанцин шыв усравĕнче карбон полигонне тăвасшăн. Çавăнпа та «АБС-Электро» компани ушкăнне кĕрекен предприятисем пур енлĕн çак проектсене хутшăнма пултарасси пирки каларĕç тĕлпулура. Ку компанире ĕçлекенсен шалăвĕ 60 000 тенкĕрен иртет, çĕнĕ технологисене хăвăрт алла илеççĕ, тĕрлĕ субподряд организацисене пĕрлештерсе тухăçлă ĕçлеме пултараççĕ тесе палăртрĕç «АБС-Электро» компани ушкăнне кĕрекен предприяти çинчен.



НТРК
22 декабря 2021
16:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter