Республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ

Республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ

 Паян республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ.

Ку хутĕнче ларăва пухăннисем ҫĕнĕ ҫулти уявсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ыйтусене тарăн пăхса тухнă.

«Паллă, халăхпа йышлăн пухăнса мероприятисем ирттерме палăртман.  Пур-пĕрех тимлĕхе ҫухатма юрамасть, асăрхануллă пулма тăрăшмалла, профилактика мерисене пăхăнмалла.  Кашни муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче дежурство пулмалла. Яваплăха никамăн та ҫухатмалла мар, пурин те хăйсене шанса панă ĕҫе кирлĕ пек пурнăҫламалла. Уявсенче пăтăрмахсем сиксе тухассинчен сыхă пулма тăрăшмалла», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Олег Николаев.  «Ҫĕнĕ ҫул уявĕсем лайăх иртччĕр тесессĕн, пур ҫĕрте те ҫирĕп йĕркесене пăхăнмалла», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  

Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсене хатĕрленсе ирттерекен тапхăрта çын йышлă пухăнакан объектсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăннипе паллаштарнă ларăва пухăннисем.  Çулсеренех йĕркелекен профилактика операцийĕ пирки каласа кăтартнă. Çулталăкăн малтанхи кунĕсенче вут-çулăм тухас хăрушлăх ытти чухнехинчен пысăкрах пулнине аса илтернĕ, çавна май тимлĕхе ӳстермеллине палăртнă пуҫлăхсем. Унсӑр пуҫне салют-фейерверк ямашкăн хальлĕхе  хăш-пĕр муниципалитетсенче çеç ятарлă вырăнсем уйăрнине пĕлтернĕ, ку ĕçе  малалла тăсмалла тенĕ комиссийĕн пайташĕсем.  Кирлĕ пулсан, хушма мерăсем те йышăнма юрĕ. Халăха ҫителĕклĕ таран хыпарсене пĕлтермелле.  «Калăпăр, Ҫĕнĕ Шупашкарта пурĕ те икĕ вырăн ҫеҫ хатĕрленĕ фейерверксем яма.  Кун пек ыйтусем пĕчĕк хуласемшĕн те актуаллă пулса тăраҫҫĕ», - тесе каланă вăл.  

Хĕллехи кану вăхăтĕнче те асăрхануллă пулма тăрăшмалла, сывлăха ҫирĕплетессипе ҫыхăннă пулăмсенче те тимлĕхе ҫухатмалла мар.  «Пирĕн халăх валли хăтлă условисем йĕркелесе памалла, вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтермелле. Кун пирки никамăн та манма юрамасть», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров республикăри вĕренӳ учрежденийĕсенче  ҫĕнĕ ҫулпа ҫыхăннă мероприятисене пачах ирттерессине пăрахăҫланине хыпарланă. Кану вăхăтĕнче ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе пулни вырăнлă. «Раштав уйăхĕн вĕҫĕнче ача сачĕсенче хăш-пĕр мероприятисем йĕркелеме палăртнă. Кун пек пулăмсем питех те нумаях мар.  Ҫĕнĕ ҫулпа Раштав уявĕсене халалласа кашни класра уйрăм савăнăҫлă мероприятисем ирттерсе пыраҫҫĕ», - тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ.    Уяв мероприятийĕсене ашшĕ-амăшĕсен ачисемпе пĕрле пулма юрать, анчах та вĕсен вакцинациленни пирки ятарлă документ пулмалла.

Коронавирус инфекцийĕ сарăлассинчен сыхланса йышăннă мерăсене пула кăçал уяв мероприятийĕсене ытти çулти пек анлăн йĕркелеме йышăнманнине каланă. Раштав уйăхĕсенче мероприятие видеоçыхăну тата социаллă сетьсем урлă онлайн мелпе ирттерсе пыраҫҫĕ.  Ача сачĕсенче утренниксем пулĕç, вĕсене кашни ушкăнра уйрăммăн йĕркелĕç.

 Регионти вĕренӳ учрежденийĕсенче онлайн-форматпа, видео ҫыхăну мелĕпе тĕрлĕ конкурссем пыраҫҫĕ. Фестивальсем, квестсем, акцисем сахал мар йĕркелесе ирттерме плана кĕртсе хăварнине хыпарланă министр.  «Ĕмĕтсен чăрăшĕ»  те пурнăҫа аванах кĕрсе пырать. Кашни ачан ĕмĕчĕ пурнăҫланни вара пурсăмăра та хавхалантарать.

«Вĕрентӳ учрежденийĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе ятарлă служба ĕҫченĕсем сыхă тăни куҫ кĕретех», - тесе палăртнă вăл.  Кулленех вĕренекенсемпе профилактика ĕҫĕсене те йĕркелесе пынине асăннă вăл.    Тăтăшах хĕллехи вăхăтра пушартан та сыхă тăраҫҫĕ, территорине асăрхаҫҫĕ.   

Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова хăйĕн сăмахĕнче регионти мĕнпур культура учрежденийĕсене пушартан асăрханмалли ятарлă сигнализаци , асăрхаттару хатĕрĕсемпе тивĕҫтернине палăртнă.  Халăх йышлă пухăнма пултаракан вырăнсенче уйрăмах тимлĕ пулмаллине те чĕнсе каланă министр. Паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пушар хуралĕн хатĕрĕсем культура учрежденийĕсенче ҫителĕклĕ тесе асăннă вăл, видео сăнавсем те сахал мар вырнаҫтарнине каланă.

Корпоративлă мероприятисем ирттерессине те пăрахăҫланă, массăллă пулăмсем пачах та пулмĕҫТепĕр тесен, раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче ҫĕрле уява пухăнассине те пăрахăҫланă.

 Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх,  медицина учрежденийĕсенче ятарлă дежурство пулĕ.  Мероприятисенче кăлтăксем сиксе ан тухччăр тесе, вĕсене вăхăтра медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерме специалистсем кулленех сыхă тăрассине те асăннă ведомство ертӳҫи.



22 декабря 2021
15:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter