Волонтерсене Чӑваш Ен районӗсемпе хулисенче информаци кампанине ирттерме пулӑшӗҫ

Волонтерсене Чӑваш Ен районӗсемпе хулисенче информаци кампанине ирттерме пулӑшӗҫ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев муниципалитетсенче ырă ĕç тăвакансен ĕҫ-хĕлпе паллаштарма май паракан условисем тума шантарнă. Хыпарсене тӳлевсĕр вырнаҫтармалли ятарлă вырăнсене те палăртассине асăннă вăл хăйĕн сăмахĕнче.  Ку темăна пуҫласа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи ырă ĕҫ тăвакансен юхăмне аталантарассипе ĕҫлекен канашăн ларăвĕнче  пăхса тухнă.  Палăртатпăр, мероприятине ун чухне Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркеленĕ.  

Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин ҫумĕнчи  «Центр молодежных инициатив» ДО ЧР БОУ директорĕ,  Чăваш Республикинчи волонтерсене пулăшакан ресурс центрĕн ертӳҫи Юлия Аланова хăйĕн сăмахĕнче, 2021 ҫулта утă уйăхĕнче ырă ĕҫ тăвакансен аталанăвне тĕпчеме май паракан икĕ ыйтăм хатĕрлесе  ирттернине хыпарланă.

Пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн, паллă пулнă: мĕнпур ыйтнă граждансенчен 50 проценчĕ ытла пачах та волонтер пулма ĕмĕтленменни сисĕннĕ, анчах та вĕсем кулленхи пурнăҫра ҫынсене, чĕр чунсене, нушаланакансене пулăшма яланах хатĕр имĕш. «Тĕплĕ тишкерӳ турăмăр, халăх пĕрне-пĕри мĕнле пулăшма пултарни ҫинчен ҫителĕклĕ хыпарсене пĕлменнине те тупса палăртрăмăр», - тенĕ ҫамрăксен пуҫарăвĕн центрĕн ертӳҫи.    

«Ырă ĕҫ тăвакан регион» волонтерсен юхăмĕн проекчĕ Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче мала тухса гранта тивĕҫлĕ пулнă, вăл укҫапа вĕсем малашне хăйсен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма пултарайраҫҫĕ.  Кирлĕ пек мĕнпур хыпарсене Интернетра вырнаҫтарнă. Кунсăр пуҫне ятарлă чарăну вырăнĕсенче, информаци стенчĕсенче те сахал мар.  Ҫамрăксен пуҫарăвĕсен центрĕн ертӳҫи ку ĕҫе ҫитес ҫул та малалла тăсассине асăннă.   Ӳлĕмрен Шупашкарта анчах мар, ытти муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче те йĕркелесе яма плана кĕртнине каланă вăл.

«Мĕнпур волонтерсенчен 50 проценчĕ ытла ҫамрăк яш-кĕрĕм: шкул ачисем тата студентсем.  Пирĕн пуласлăхри тĕллев – аслисене те ҫак ĕҫе явăҫтарасси.  Тĕрлĕ ҫул-йĕрсемпе курăмлă ĕҫсем пурнăҫлама пысăк план пур.  Калăпăр, вăраха кайса чирлекенсене пулăшма, ҫухалса ҫӳрекенсене тупса палăртма та тĕллев лартнă», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.        

Юлия Аланова сăмах май, ресурс центрĕнче тĕпрен юсав ĕҫ йĕркелессипе хастар тăрăшнине пĕлтернĕ.  Ҫитес ҫул кăрлач уйăхĕнче коворкинг-пӳлĕм уҫăласси те куҫ кĕретех. Ку  пӳлĕмре волонтерсем тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерме пултараҫҫĕ.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Шупашкарти пĕр-пĕр культура учрежденийĕнче хушма вырăн йĕркелеме сĕннĕ, унта ҫамрăк яш-кĕрĕм хăйсен проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе тишкерӳ ĕҫĕсем тума пуҫтарăнччĕр тенĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ырă ĕҫ тăвакансен юхăмĕ питĕ лайăх аталанса пынине каланă. Вĕсем пурнăҫри мĕнпур сферăна пысăк витĕм кӳнине асăннă. Енчен те 2020 ҫулта пурĕ те регионта 50 пине яхăн волонтер шутланнă пулсан, 2021 ҫулта ку кăтарту 65 пинпе танлашать. Волонтерсем республикăра, чăн та, сахал мар. Ырă тăвакансемпе ыр кăмăллăх организацийĕсен йышĕпе республика ахальтен мар  малтисен йышне кĕнĕ.

«Волонтерсен юхăмĕ пурнăҫа талпăнса кĕчĕ. Ырă ĕҫ тума пирĕнтен кашни тăрăшать. Ҫитĕнӳсем те ҫук мар, кунран-кун ырă улшăнусем пулса пыраҫҫĕ.   70 пин ытла ҫын кулленех волонтерсен ĕҫ-хĕлне кӳлĕннĕ. Кун пирки час-часах кăтартусем те ҫирĕплетсе параҫҫĕ. Тепĕр тесен, регистрациленнисем те сахал мар. Вĕсем кулленех халăхшăн ырми-канми тăрăшса ĕҫлеҫҫĕ», - тесе каланă Олег Николаев.

Волонтерсем кулленех паянхи пурнăҫ ыйтакан ыйтусене тивĕҫтереҫҫĕ.  Калăпăр, ҫĕршыври пекех пирĕн республикăра та усал чир амакĕ алхасать,  йывăр лару-тăрура шăпах та, ырă ĕҫ тăвакансем сахал мар пулăшаҫҫĕ. Усал чире парăнтарас тесе пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ волонтерсем хăйсен кулленхи мероприятийĕсенче.   

«Эпир пĕрле» пĕтĕм Раҫҫейри юхăм ĕҫне хастар хутшăннă ырă ĕҫ тăвакансене мухтаса тав сăмахĕсем каланă Олег Николаев.   Медицинăра тăрăшакансене йывăр пурнăҫра хăйсене шеллемесĕр тăрăшнăшăн тав сăмахĕсене каланă. Вĕсене те сахал мар волонтерсем май килнĕ таран ырă ĕҫсем туса пама пикеннĕ.  Пĕрле ĕҫлеме вĕренни – малашнехи ĕҫре тата та витĕм кӳрессине, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма пулăшассине асăннă вăл.  

Кăҫал Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакан паттăрсене халалланă ҫулталăк. Ку тĕлĕшпе ырă ĕҫ тăвакансем чылай мероприятисем йĕркелесе ирттерме пулăшнă. Тĕрлĕ тĕпчев ĕҫĕсем те пурнăҫланă, ватăсемпе уҫă калаҫусем ирттернĕ. Вĕсен мĕнпур мероприятийĕсене пысăка хурса хакланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Аса илтеретпĕр, 2022 ҫула Паллă ентешĕмĕрсене халалланă. Шанатпăр, ку ĕҫе те хастар хутшăнасса волонтерсене.  «Кăҫал пурнăҫланисемпе лăпланса лармăпăр, эпир ҫитес ҫул та малалла курăмлă пысăк ĕҫсем йĕркелесе ирттерĕпĕр, вĕсем пĕтĕмпех республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулассине ĕненетпĕр», - тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.

     



22 декабря 2021
11:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter