Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ЧОПсене ҫӗнӗ ҫул уявӗсен тапхӑрӗнче шкулсенче тата обществӑлла вырăнсенче тивĕҫлĕ шайра хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме чӗнсе каланă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ЧОПсене ҫӗнӗ ҫул уявӗсен тапхӑрӗнче шкулсенче тата обществӑлла  вырăнсенче тивĕҫлĕ шайра хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме чӗнсе каланă

 2021–2023-мĕш ҫулсене валли республика бюджетĕнче Чăваш Республикинчи вĕренӳ учрежденийĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме пĕр миллиард ытла укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă.  Апла пулсан, пулăшу уйăрнине кура, хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ĕҫ те ҫӳллĕ шайра пулса пымалла.  «Ку укҫана харпăр хăй тĕлĕн ĕҫлесе пыракан предприятисене (ЧОПсене)  куҫарса паратпăрҪынсем шалу укҫине илеҫҫĕ.  Вĕсен хăйсен тивĕҫне професси шайĕнче пурнăҫламалла, яваплăха туйса ĕҫлемелле.  Росгвардине палăртнă мĕнпур ĕҫе туллин тишкерме хушатăп. ЧОП ĕҫченĕсем хăйсен тивĕҫĕсене туллин пурнăҫланипе пурнăҫламанине те тарăн пăхса тухмалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Паян ларăва пухăннисем Чăваш Енре террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн 2021 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тарăн пăхса тухнă, пĕтĕмлетӳсем тунă.

Террора хирĕҫ кĕрешессипе йĕркеленĕ профилактика мероприятийĕсене шкулсенче епле туса ирттернине те тарăнрах тишкерме сĕннĕ.  «Ку ĕҫре шкулсенче ĕҫлекенсене кăна хакламалла мар, ЧОП ĕҫченĕсем те хăйсене шанса панă ĕҫе тивĕҫлĕ пурнăҫланипе пурнăҫламаннине тарăн пăхса тухмалла», –  тенĕ вăл.     

Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри – обществăлла вырăнсенче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси.  Паллă, ҫĕнĕ ҫул уявĕсем ҫывхарса килеҫҫĕ, апла пулсан тимлĕх тени уйрăмах малти вырăна тухмаллине те тепĕр хут асăрхаттарса каланă комиссийĕн пайташĕсем.

«Ҫакнашкал ыйтăва эпир нумаях пулмасть Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче тишкертĕмĕр.  Хула илемленет, халăх урама уҫăлма тухма кăмăл тăвать. Фейерверксем пур ҫĕрте те яма пикенме пултараҫҫĕ.  Калаҫса килĕшнĕ, массăллă мероприятисем ирттерессине пăрахăҫланă.  Тепĕр хут мĕнпур муниципалитет пĕрлешĕвĕсене тĕрĕслесе тухма, мониторинг тума сĕнетĕп.  Кăшăл вируспа хирĕҫ кĕрешекен оперативлă штабсен ĕҫне те тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе пымалла. Никамăн та ҫирĕп мерăсене пăсма ирĕк ҫук, тимлĕ пулмалла, яваплăх тенине манмалла мар», – тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Ҫĕршыври пекех Чăваш Енре те кăшăл вирус чирĕ лăпланман-ха, апла пулин те массăллă мероприятисем ирттерессинчен сыхă тăмалла.  Уявсем вăхăтĕнче ятарлă служба ĕҫченĕсем кулленех тĕрĕслев ирттерĕҫ, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессишĕн кунĕ-ҫĕрĕпех ĕҫлĕҫ.  Тепĕр пысăк уяв  - Раштав  пирки те канашлăва пухăннисем чарăнса тăнă. Ҫĕрле халăх чиркӳсене кайма кăмăллать, вăл вăхăтра та ҫынсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтеримелле палăртнă пуҫлăхсем.

Чăваш Республикинчи террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ертӳҫи Евгений Терёшин хăйĕн докладĕнче, регионти комиссийĕн ĕҫне террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Наци комитечĕ пысăка хурса хакланине хыпарланă, 2021 ҫулхи ĕҫсене туллин пурнăҫласа пынине пĕлтернĕ.



23 декабря 2021
16:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter