«Ертсе пыракансен команди» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ

Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Управленческая команда» (чӑв. Ертсе пыракансен команди) республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе финалисчӗсене чысланӑ. Конкурса ЧР Пуҫлăхĕ Олег Николаев пуҫарнӑ, ӑмӑрту кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ.

Кӑҫал конкурса 500 ытла заявка тӑратнӑ. Конкурсантсене темиҫе ӑстрӑмпа хакланӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ятне «Это чудо» (чӑв. Ку вӑл тӗлӗнтермӗш) ыркӑмӑллӑх фончӗн проекчӗсен ертӳҫи Андрей Мазур, «Эстет» компанисен ушкӑнӗн ӗҫ тӑвакан директорӗн заместителӗ Юрий Алексеев, Шупашкарти «Рябинушка» 158-мӗш ача пахчин заведующийӗн зместителӗ Татьяна Майорова, Мускаври физикӑпа техника институчӗн (наци тӗпчев унивреситечӗн) цифра трансформацийӗ енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Дмитрий Корэ, «Барарус» общество директорӗ Валерий Григорьев тивӗҫнӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Енӗн управлени кадрӗсен резервне конкурссӑрах кӗртӗҫ.



Хыпар
23 декабря 2021
16:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter