Олег Николаев ырă ĕç тăвакансемпе тĕл пулчĕ
Чăваш Енре çулсеренех ырă ĕç туса халăха пулăшакансен йышĕ ÿсет. Вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явас, хавхалантарас тĕлĕшпе регион ертÿçи Олег Николаев волонтерсен юхăмĕн аталанӑвĕн хастарĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Кунсеренех ырă ĕç тума хăнăхнă хĕрсемпе каччăсен пĕр пушă вăхăт та çук. Тĕрлĕрен акципе уява çитмелле, аслă ăру çыннисене, йывăр пурăнакансене, чĕрчунсене пулăшмалла, çав вăхăтрах хушма пĕлӳ илсе аталанмалла та. Иртнĕ çулпа танлаштарсан, кăçал волонтерсен йышĕ 15 000 таран ÿсме пултарнă. Республикипе вĕсен шучĕ – 65 000 çын ытла. Çапах та волонтерсен юхăмĕн хастарĕсем хăйсен йышне тата та ӳстерме хатĕр, анчах ку енĕпе информацие тĕрлĕ тăрăха çитерме йывăртрах пулнине пĕлтереççĕ. Регион ертÿçи Олег Николаев ку енĕпе ĕçе çывăх вăхăтра йĕркелеме пулăшассине палăртрĕ. Интернет уçлăхĕнче çеç мар, малашне районсенче те халăх çÿрекен вырăнсенче ырă ĕç тăвакансем çинчен пĕлтерекен тÿлевсĕр хыпар стенчĕсене вырнаçтарасшăн. Унсăр пуçне халăх пулăшас тĕллевлисене пуçтарăнма ятарлă центр хута яма сĕнчĕ Олег Алексеевич. Канашлура палăртнă шухăш-тĕллевсене малашне те тимлĕхсĕр хăвармĕç, волонтерсем вара хăйсен ĕçне яланхи пекех тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пыма шантарчĕç.