Парнеллĕ пулĕç
Чăваш Енре «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци туллин пурнăçланса пырать. Республика ертӳçи Олег Николаев тăватă çулхи Роман Кожевников кăмăлне тултарчĕ. Çапах та кунпа çеç вăл çырлахмарĕ. Тата тепĕр икĕ ачашăн Олег Алексеевич Хĕл Мучи вырăнĕнче пулчĕ. «Ансат мар пулин те ачан ĕмĕтне пурнăçлăпăр. Вăл шанать, кĕтет, эппин шанчăка тӳрре кăларăпăр», – терĕ Олег Николаев. Ярослав Котляров та çĕнĕ çула парнепе кĕтсе илет. Унăн ĕмĕтне те Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пурнăçлать. Республика ертӳçин тĕслĕхне шута илсе влаç тытăмĕнче тăрăшакансем, тĕрлĕ предприяти ертӳçисем те акцие хутшăнчĕç. «Ăçта тупмаллине хальлĕхе пĕлместĕп, çапах та пурнăçлăпăр», – терĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Хальлĕхе «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акцире 20 ытла ача парнеллĕ пулĕ. ЛЮДМИЛА АЛЕКСАНДРОВА: «Пирĕн компание хĕр ача валли юмахсен кĕнекине илме тивĕç эпир. Республикăри мĕн-пур тăлăх ачасене эпир пылак парнесем, тĕрлĕ теттесем парнелетпĕр. Çак пĕчĕк парне те – кĕнекесен пуххи – пирĕншĕн питĕ ырă та кăмăллă ĕç тесе шутлатăп. Ачасен телейĕ пирĕншĕн телей». Иртнĕ çул, «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци вăхăтĕнче, 80 ытла ачан ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах пуласса шанаççĕ ăна пуçаракансем.