Туризм аталанмалла

Юрист пулăшăвĕпе тӳлевсĕр усă курма пултаракансен хисепĕ пысăкланать. Чăваш Республикин Министрен Кабинечĕн йышăнăвне улшăнусем кĕртмелли çинчен калакан проекта паян черетлĕ ларура ырларĕç. Малашне Чăваш Енре пурăнакан «Вăрçă ачисем», «СССР тава тивĕçлĕ донорĕ», «Раççей тава тивĕçлĕ донорĕ» ятсене тивĕçнисем, радиаципе сиенленнисем укçасăр хăйсен ыйтăвĕсене уçăмлатма пултараççĕ. Тӳлевсĕр пулăшупа усă курас тесен çак ятсем пуррине ĕнентерекен удостоверенин копине çеç кăтартмалла. Ларура хускатнă тепĕр ыйту туризмпа çыхăннă. Çак енпе патшалăх программине хатĕрленĕ. Ăна ахальтен йĕркелемен. Чăваш Ене килсе çĕр выртса е ытларах та пурăнса каякан туристсен хисепĕ иртнĕ çулсенче 305 000 таран пулнă. Атăлçипе пăхсан республика 7-мĕш вырăн йышăнать. Паян туризм тытăмĕнче 6 пин çура çын тăрăшать. Çак енпе çыхăннă программа икĕ тапхăрпа 2030-мĕш çулччен пурнăçланмалла. Пĕрремĕш тапхăрта, вăл вара 2024-мĕш çулччен пырать, маларах пуçăннă ĕçсене вĕçлемелле. «Чăваш Ен – Атăл чĕри» кластерпа килĕшӳллĕн шалти туризма аталантарассипе çыхăннă ĕçсене пурнăçламалла. Иккĕмĕш тапхăрта вара турист инфраструктурипе çыхăннă проектсене суйласа илĕç. Республикăра нумай çĕнĕ объект çĕклеме палăртаççĕ. Çак программа пурнăçланнă тапхăрта Раççей туризмĕ ырланă брендлă 5 маршрут уçмалла. Паллах, çитĕнекен ăрăва туризмпа паллаштарассине те куçран вĕçертмĕç.



НТРК
23 декабря 2021
15:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter