«Чӑваш Ен территорийӗнче наци проекчӗсене пурнӑҫламалли кӑтартусене туллин пурнăҫланăпа пĕрех», – тенĕ Олег Николаев

«Чӑваш Ен территорийӗнче наци проекчӗсене пурнӑҫламалли кӑтартусене туллин пурнăҫланăпа пĕрех», – тенĕ Олег Николаев

 2021 ҫулта кăрлач-чӳк уйăхĕсенче регионта наци проекчĕсене епле пурнăҫланни пирки ыйтăва стратеги аталанăвĕпе проект ĕҫ-хĕлĕн  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Канашăн ларăвĕнче  тĕплĕн пăхса тухнă.

«Ҫулталăк вĕҫленсе пырать. Регионта наци проекчĕсене пĕтĕмĕшле илес пулсан лайăх пурнăҫланă.  Палăртнă кăтартусене туллин пурнăҫа кĕртнĕ», – тенĕ Олег Николаев.   «Юлнă хăш-пĕр ыйтусем, вĕсене те пăхса тухса тӳрлетӳсем тума тивет, ҫитес ҫулăн планĕнче те пăхса тухмалла», – тесе каланă вăл.  

Чăваш Енре регион пĕлтерĕшлĕ 48 проект пурнăҫа кĕрет, вĕсем нацин 12 проекчĕпе тӳр килеҫҫĕ. 2021 ҫулта вĕсене пурнăҫлама 17,5 млрд тенкĕ уйăрнă. Укҫа-тенкĕн ытларах пайĕ тавралăха тирпей-илем кĕртме, пурăнма хăтлă условисем йĕркелеме тăкакланнă. Халăхăн сывлăхне упрама май паракан  ĕҫсем те сахал мар пурнăҫа кĕртнĕ.  Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, строительство ĕҫĕсене тĕпрен пурнăҫлама иртнĕ ҫул 4,9 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.   

Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне сахал мар тĕрев куҫарнă, пуҫаруллă проектсене те чылай пурнăҫа кĕртнĕ.    Хăрушлăхсăр паха ҫулсем, демографи, культура, вĕренӳпе сывлăх сыхлавĕ, туризм, экологи, цифра экономикипе ҫыхăннă ыйтусем те кун йĕркинчех.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче паянхи куна регионта тĕпрен строительство ĕҫĕсене 17 объектра вĕҫленине палăртнă. Вĕсем: Патăрьелĕнче, Муркашра, Канаш районĕнче, Элĕкре, Пăрачкавра, Ҫĕнĕ Шупашкарта.  Пысăк юсав ĕҫĕ  пулса иртнĕ Чăваш патшалăх филармонийĕнче, ҫурта тĕпрен ҫĕнетнĕ.    Ҫулталăк вĕҫлениччен тата хăш-пĕр ĕҫсене туса ирттерме плана кĕртнĕ, объектсенче хĕрӳ ĕҫ пырать.

2021 ҫулта наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн, обществăлла вырăнсенче – 33 объекта, 119,7 ҫухрăм тăсăлса выртакан автомашина ҫулĕсене тĕпрен юсанă, ҫулсен территорийĕсенче ҫутăпа та сахал мар тивĕҫтенĕ. Вĕренӳ пайĕнче 77 объекта тĕпрен ҫĕнетнĕ.   Культура ҫурчĕсене 19-шĕнче объекта тĕпрен юсаса ҫĕнетнĕ. Чи лайăх культура учрежденийĕсене вĕсен шучĕ 17 патшалăх енчен пысăк пулăшăва тивĕҫнĕ.  Кунсăр пуҫне тата 10 чи лайăх культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине ҫĕнетнĕ.  Спорт тытăмĕнче те сахал мар улшăнусем пулса иртнĕ, вĕсенче те спорт инвентарĕсем. Пĕр сăмахпа каласан, регионта мĕнпур объектсенче йĕрке хуҫаланать.        

Хăш-пĕр ҫитменлĕхсем те пур-ха. Хăш-пĕр объектсем палăртнă тапхăра туллин пурнăҫланайманни. Сăлтавĕсем те паллă, проекта хатĕрлекенсем тивĕҫлĕ шайра туманни, подрядчиксем хăйсене шанса панă ĕҫе тивĕҫлĕ туманни сисĕнкелет.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев подрядчиксене ĕҫре кĕтсе анчах лармалла маррине, май килнĕ таран палăртнă объектсене пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшмаллине каланă. «Яваплăха пĕрле туйса пайлама пĕлмелле. Пĕр-пĕрин ҫине куҫарса вăхăта вăраха тăсса яма ирĕк пулмалла мар», – тенĕ вăл.   

 



24 декабря 2021
10:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter