Чăваш Ен хăнасене тарават

Юнкун вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе иртнĕ ларура Министрсен Кабинечĕ хăйĕн чылай йышăнăвне улшăнусем кĕртессине ырларĕ — пысăк пĕлтерĕшлĕ тӳрлетӳсем тееймĕн, тĕп ыйту вара туризма пырса тивекенни пулчĕ — Правительство республикăн «Туризм аталанăвĕ тата тараватлăх индустрийĕ» патшалăх программине çирĕплетрĕ.

Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, программăна вăрах хатĕрленĕ, анчах çакă вăл текех улшăнмасса пĕлтермест — тӳрлетӳсем малашне те пулĕç. Туризм пĕлтерĕшĕ пысăкки паллă — граждансемшĕн те /вĕсен сывлăхĕшĕн, тупăшĕшĕн/, регион экономикишĕн те. Хăнана килекен турист кунта хăваракан 1 тенкĕрен экономика 8 тенкĕ таран илет. Ку çеç те мар. Туризм регионăн илĕртӳллĕ сăн-сăпатне йĕркелеме пулăшать, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем кӳрет тата ытти те. Çавăнпа та тараватлăх индустрине аталантарни чăннипех пĕлтерĕшлĕ.

Министр шучĕпе, республикăра отрасль тивĕçлĕ шая çĕкленеймен-ха. Хăнасен шучĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче 7-мĕш вырăнта. 2020 çул ку енĕпе кăтартуллă мар — пандеми çынсене çул çӳреме чăрмантарнă. Çавăнпа Дмитрий Иванович 2019 çулхи кăтартăва пĕлтерчĕ: кунта килсе пĕр хутран кая мар çĕр каçнă туристен йышĕ 305 пин çынпа танлашнă. Çак отрасль республика экономикин аталанăвне хывакан тӳпе хальлĕхе 1,7% шайĕнче кăна. Ку сферăра 6,5 пин çын ĕçлет — регионти ĕçлекен пĕтĕм йышăн 1,1% чухлĕ.

Экономика аталанăвĕн министерствинче туризм аталанăвне чăрмантаракан «тумхахсене» пĕлеççĕ. Çав шутра — халăхăн информаци çителĕксĕрри, инфратытăм, транспорт çыхăнăвĕ кирлĕ пек аталанманни тата ытти те. Программăра шăпах çак ыйтусене татса парассине палăртнă. «Шупашкар — Атăл чĕри», «Руна çулĕ» программăсемпе килĕшӳллĕн инфратытăмпа туризм объекчĕсем /списокра вĕсем вун-вун/ тăвассинчен тытăнса информаци туллилĕхне тивĕçтемелли цифра платформи йĕркелесси таран — умри ĕçсем чăннипех пысăк.

Ачасене те манман – туризм вĕсемшĕн те илĕртӳллĕ пулмалла. Çулталăкра 5-9-мĕш классенче вĕренекен 5 пин ытла ачана туризм сферинчи пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерме федераци тата республика бюджечĕсенчен субсиди уйăрассине палăртнă. Уйрăм ĕçсене грантсен шучĕпе пурнăçлассине те çирĕплетнĕ.

2022-2030 çулсем валли палăртнă программăна пурнăçлани республикăна килекен туристен йышне палăрмаллах пысăклатма, отрасль кӳрекен пулăшу ĕçĕсен калăпăшне 935 миллион тенке çитерме май парĕ. Темăна пĕтĕмлетнĕ май Михаил Ноздряков туризм пĕлтерĕшĕ пысăккине тепĕр хут çирĕплетрĕ, унăн аталăнăвне нацпроект шайне çĕклени шăпах çакăнпа çыхăннă. Ку енĕпе ĕçленĕ май стрительство, ытти ыйту валли федераци укçине явăçтармалли майсем пысăк — регионăн вĕсемпе туллин усă курма тăрăшмалла.

Правительство çавăн пекех территорисен комплекслă аталанăвĕ енĕпе ирĕк панă стрительствăн чи пысăк параметрĕсене палăртассине çирĕплетрĕ. Тепĕр йышăнупа Министрсен Кабинечĕ тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕпе усă куракан категорисен йышне анлăлатрĕ. Тĕрĕссипе, ку енĕпе маларах саккун йышăннăччĕ — асăннă çăмăллăхпа усă куракансен йышне вăрçă ачисене, хисеплĕ донорсене, радиаципе çыхăннă инкексене пула сывлăхне сиенленисене кĕртнĕччĕ. Халь вара Правительство çакна хăйĕн йышăнăвĕпе те çирĕплетрĕ.



Хыпар
24 декабря 2021
14:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter