2022 ҫулхи ҫул-йӗр отрасльне аталантарас енӗпе Олег Николаев ҫивĕч тĕллевсем лартнӑ

«Автомашина ҫулĕсене реконструкцилес тата хута ярас тĕлĕшпе, мĕнпур ҫул-йĕр хуҫалăхĕн пĕрлехи заказчик служби ĕҫлесе кайтăр тесе, кĕске тапхăрта ĕҫе йĕркелесе ҫитермелле, республика лабораторине пуҫарса ямалла. Вĕсене тĕпе хурса, мĕнпур объектсенче строительство ĕҫĕсен пахалăх шайне тишкерсе пымалла», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен ĕҫлĕ планеркăра. «Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕҫ. Вăхăта вăраха тăсмасăр, хăвăрт пурнăҫламалла. Централизацилени мĕнпур проектсен пахалăхне ӳстерме витĕм кӳрет. Тепĕр тесен объектсенче строительство ĕҫне те тĕрĕслев туса пыма меллĕ», – тенĕ вăл.
Регион Пуҫлăхĕ ял поселенийĕсенче ҫулсем тума палăртнă проектсене тĕпрен инвентаризацилеме, программăна тарăн тишкерсе тухма каланă.
«Ку ĕҫе вырăнти пуҫлăхсемпе пĕрле тишкермелле. План приоритетлă ыйтусене тивĕҫтернипе тивĕҫтерменнине те анлăн тĕпчемелле. Халăхăн ыйтăвĕсене епле тивĕҫтерине те пăхса тухмалла», – тенĕ вăл. Ку ĕҫе кăрлач уйăхĕнче тĕпрен пурнăҫлама чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
Кун йĕркинчи тепĕр ҫивĕч ыйтусенчен пĕри – видео сăнавсем вырнаҫтарасси. «Кăрлач уйăхĕ вĕҫлениччен, ҫулсен карттине туса хумалла. Мĕнпур ĕҫсене епле тапхăрта пăхса хăварнине те пĕлмелле пирĕн», – тенĕ вăл.
Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Осипов хăйĕн сăмахĕнче кăҫалхи ҫул Чăваш Енĕн ҫул-йĕр фончĕ ытти ҫулхисемпе танлаштарсан самай пысăк пулнине хыпарланă, вăл 5,8 млрд тенкĕ тенĕ. Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне мĕнпур укҫа калăпăшĕнчен 93,4 проценчĕпе усă курнине палăртнă министр, палăртса хунă ĕҫсене пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртнине хыпарланă.
«Фонд укҫипе 2021 ҫулта пысăк ĕҫсем туса ирттернĕ, 460 ҫухрăм ҫулсем сарнă, 625 объект пурнăҫа кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра пурнăҫланă ĕҫсемшĕн укҫа-тенкĕ куҫарассипе тăрăшаҫҫĕ специалистсем. Палăртса хунă тăрăх, 2021 ҫул валли пăхса хăварнă укҫаран 98 проценчĕпе туллин усă курнă», – тенĕ министр.
2021 ҫулта наци проекчĕпе килĕшӳллĕн ҫулсене тума 2,8 млрд тенкĕ тăкакланă, вăл шутран федераци хыснинчен 895,2 млн тенкĕ уйăрнă.
Наци проектне тĕпе хурса, регионта виҫĕ кĕпере юсаса ҫĕнетнĕ. Автомашина ҫулĕсем ҫывăхăнче ҫутăпа та сахал мар тивĕҫтернĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланать.
Чăваш Республикин Транспорт министерстви 2022 ҫул валли ҫул-йĕр сармалли тапхăра ятарлă план тăвассипе хĕрӳ тăрăшать. Ҫитес ҫул валли наци проектне тĕпе хурса, пурнăҫлама пăхса хăварнă объектсене валли конкурс ĕҫĕсене те ирттернĕ, хальхи самантра район тата хула администрацийĕсемпе пĕрле ҫул-йĕр ĕҫĕсен программине хатĕрлессипе тăрăшаҫҫĕ.