Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Ҫӑлавҫин кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн ҫӑлав службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата

ветеранӗсем!

 Раҫҫей Федерацийӗн Ҫӑлавҫин кунӗ ячӗпе саламланине йышӑнсамӑр!

 Ҫын пурнӑҫне ҫӑласси – яваплӑ та кӑткӑс тата питӗ хисеплӗ ӗҫ.

 1994 ҫултанпа Чӑваш Ен ГКЧСӗн хастар та хӑюллӑ ҫӑлавҫисем инкеке лекнӗ ҫынсене пулӑшма пӗрре чӗннипех килсе ҫитеҫҫӗ, вӗсене хӗллехи шартлама сивӗсемпе ҫурхи ейӳ шывӗсем, вӑрман пушарӗсемпе техногенлӑ аварисем тата пысӑк инкексем кӳрекен сиенсенчен шанчӑклӑн хӳтӗлеҫҫӗ. 27 ҫул хушшинче Чӑваш Ен ГКЧСӗн ҫӑлавҫисем, паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартса, пысӑк ӑсталӑхпа тата хӑйсене шеллемесӗр кал-кал ӗҫлесе пин-пин ентеш пурнӑҫне тата сывлӑхне упраса хӑварнӑ.

 Ҫӑлавҫӑсен ӗҫӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине шута илсе Чӑваш Ен Правительстви ҫӑлав службин пурлӑхпа техника никӗсне «Чӑваш Республикинчи ха­лӑх пурнӑҫӗн тата территорисен хӑруш­сӑр­лӑхне комплекслӑн тивӗҫтермелли тытӑмӑн 2020-2024 ҫулсенчи аталану стратегийӗ» программӑна пурнӑҫланӑ шайра ҫирӗплетес, хальхи вӑхӑтри техника тата ятарлӑ оборудовани туянас тӗлӗшпе пур енлӗн пулӑшса пырать.

 Сире Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп, пысӑк шайри професси ӑсталӑхӗшӗн, вӑр-вар та ҫирӗп чунлӑ пулнӑшӑн, тивӗҫе парӑнса тата тӳрӗ кӑ­мӑлпа пурнӑҫлакан службӑшӑн, хӑрушсӑрлӑхпа шанчӑклӑн тивӗҫтернӗшӗн, Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсен ҫӑлса хӑварнӑ пурнӑҫӗсемпе сывлӑхӗсемшӗн тав тӑватӑп! Сире ҫирӗп сывлӑх, телей, тӑнӑҫлӑх тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                               Олег Николаев



27 декабря 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter