Олег Николаев наци апачĕсене хальхи майсене шута илсе аталантарма кирли ҫинчен каланă

Олег Николаев наци апачĕсене хальхи майсене шута илсе аталантарма кирли ҫинчен каланă

"Пирӗн чӑвашсен тĕпелĕ питӗ пуян та тӗрлӗ енлӗ, ӑна хальхи меслетсемпе усӑ курса хатĕрлесен,  чылай пулăм валли питӗ тутлӑ та паха апат-ҫимӗҫ  хатĕрлеме пулать", - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ  "Наци стилӗнче Ҫӗнӗ ҫул апачӗ хатӗрлесси" ӑсталӑх класне хутшӑннӑ чухне.

Наци апачĕсене халăх хушшинче ытларах сармалла.  Вĕсене тĕрлĕ енлĕ хатĕрлеме тăрăшмалла, кун пек чухне региона хăнасене явăҫтарма та часах пулĕ.  

Ăсталăх класĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров, «Чăваш ЕНри хĕрарăмсен союзĕ» обществăлла организацийĕн председателĕ Наталья Николаева пулнă.  Хăнасене техĕмлĕ апата хатĕрлеме  WorldSkills Russia эксперчĕ Ольга Герасимова пулăшнă. Ҫĕнĕ ҫул кĕреки сĕтелĕ валли пылак ҫимĕҫе илемлетме хăнасемпе пĕрле ăстаҫă хапăл тусах килĕшнĕ.      

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева уяв кăмăлне парнеленĕшĕн пурне те ырласа тав сăмахĕсем каланă.  «Пирĕн ĕмĕтсем те ҫук мар.  «Прага», «Мускав» ятлă тортсем халăх хушшинче анлă сарăлнă.  Паян эпир «Тухья» ятлă пылак тортпа паллашрăмăр.  Чăвашсен шăрттан кăна мар, пылак ҫимĕҫ торт «Тухья» та халăхра пысăк хак илсе хисепе тивĕҫлĕ пултăр», - тенĕ вăл Паян сумлă хăнасем чăвашсен апачĕпе тĕплĕнрех кăсăкланнă, вĕсен илемне курса савăннă, ăстаҫă хăнасене тĕрлĕ чейсемпе, пылак шĕвексемпе паллаштарнă.



27 декабря 2021
17:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter