Шупашкарта «Шупашкар – ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» стела мӑнаҫлӑн уҫӑлнă

Шупашкарта «Шупашкар – ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» стела мӑнаҫлӑн уҫӑлнă

Торжествăлла мероприятине Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев, Раҫҫей ҫар-истори обществин Председателĕн ҫумĕ  Николай Овсиенко, Чăваш Республикин  федерацин тĕп инспекторĕ Григорий Сергеев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Алла Салаева, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, обществăлла организацисен ертӳҫисем пуҫтарăннă.  

Стелăна РФ Президенчĕ Владимир Путин 2021 ҫулта ҫу уйăхĕн 20-мĕшĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указпа килĕшӳллĕн пурнăҫланă. РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн кӑҫал ҫу уйӑхӗнче 20-мӗшӗнче пирӗн тӗп хуламӑра ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулин ятне панӑ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Шупашкар хулине «Шупашкар – ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» статусне пани мĕнпур Чăваш Ен халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, чăн-чăн пысăк мухтав тесе хакланă. «Чăнласах та, вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсенче Шупашкар хулинче сахал мар ҫын заводсенче тăрăшнă, мухтава тивĕҫлĕ пулнă.  Фронтри пекех, вĕсем хăйсене шеллемесĕр, ырми-канми вăй хунă.  Тыл ҫирĕп пулни, малта пыракансене хушма вăй кӳнĕ вăрҫă ҫулĕсенче. Тăшмана, вĕсем парăнтарма пĕрле тăрăшни те паллă», тенĕ вăл.

Раҫҫей ҫар-историйĕн обществин Председателĕн ҫумĕ Николай Овсиенко хăйĕн сăмахĕнче, хулара объекта ҫав тери кĕске вăхăт хушшинче пурнăҫа кĕртнине асăннă,  РФ Президенчĕн Пулăшуҫин Владимир Мединский ячĕпе тав сăмахĕсене каланă мĕнпур чăваш халăхне.  «Ку питĕ пысăк паллă – Раҫҫей Федерацийĕн хисеп ячĕн символне Шупашкар хулине тивĕҫлĕ пулнă.  1945 ҫулта Ҫĕнтерӳ тума витĕм кӳнĕ мĕнпур Чăваш Ен ҫыннисене халалланă.  Йывăр условисенче предприятисене «ура ҫине» тăратнă, хăшĕсенче  ҫар валли тĕрлĕ хатĕрсене тирпейлесе кăларнă.  Шупашкарти электроаппарат заводĕнче тăрăшакансем пысăк тӳпе хывнă ҫĕнтерĕве.  Хулари фабрикăсенче вăй хуракансем те сахал мар ĕҫленĕ. Вуншар пин ҫыншăн вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсенче Чăваш Ен «иккĕмĕш кил» вырăнне пулса тăнă», тесе ҫапларах ҫырнă тав сăмахĕсенче.   

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков Чăваш ЕНрен 200 пин ытла ҫын фронта кайнине палăртнă, вĕсенчен ҫурри ытла каялла тăван тăрăха таврăнайманнине пăшăрханса каланă.  «Вĕсем Совет союзне хӳтĕленĕ, пурнăҫĕсене шеллемесĕр, тăшмана хирĕҫ тăнă. Раҫҫее, Чăваш Ене упраса хăварассишĕн кунне-ҫĕрне пăхмасăр усал тăшмансемпе ҫапăҫнă.  Вăл вăхăтра тылра, ватти-вĕтти пинĕ пинĕпе пирĕн ентешсем вăй хунă. Атăл, Сăр, Хусан хӳтĕлев чиккисене тума пикеннĕ.  Пирĕн ҫĕршыв Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тутăр тесе, ырми-канми вăй хунă. Паянхи ҫамрăксемшĕн, иртнĕ ăрури паттăрсен ĕҫĕсем тĕслĕхре. Вĕсем пире мĕнле йывăрлăха парăнтармаллине вĕренсе хăварнă. Тивĕҫлĕ пурнăҫа пурăнса ирттерес тесессĕн, хамăра шеллемесĕр, вăй хурса ĕҫлеме вĕрентнĕ.  Пирĕн республикăна, ҫĕршыва малалла та лайăх аталантарса пырассишĕн яваплăха туйса яланах ĕҫлемелле. Ун пек чухне малалла ҫитĕнӳсемпе палăрма меллĕрех пулĕ», тенĕ  Анатолий Аксаков.  

Хулара стелăна чи лайăх та пĕлтерĕшлĕ вырăна вырнаҫтарнă.  Унта ҫитсе паллашма, паттăрсене сума сунма та аван. 26 метр ҫӳллӗшскер Шупашкарти Тӗп почта умӗнче вырнаҫнӑ. Раштавӑн 24-мӗшне ахальтен суйламан. Ҫак кун 1940 ҫулта Чапаев поселокӗ йӗркеленсе кайнӑ. Вӑл Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче савут фронт валли ҫар припасӗсем кӑларнӑ.

 Хулара пĕтĕмпе 14 савут пулнă, вĕсем промышленноҫ объекчĕсемпе пĕрле ҫар валли тĕрлĕ техника хатĕрлесе кăларнă.  1941 ҫул вĕҫĕ тĕлне мĕнпур хатĕрлесе кăларнă таварсенчен 80 проценчĕ фронт валли калăпланнă.  Вăрҫă ҫулĕсенче пысăк хисепе тивĕҫнисене орденсемпе медальсем парса чысланă.  

 



27 декабря 2021
15:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter