Вырăнти çулсем валли 8-9 миллиард тенкĕ кирлĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура транспорт министрĕ Владимир Осипов Çул-йĕр фончĕн укçипе мĕнле усă курни çинчен отчет турĕ.

Фонд виçи кăçал нихçанхинчен те пысăкрах — 5,8 миллиард тенкĕ ытла. Çак укçапа çулсен 468 километр тăршшĕ сыпăкĕсене юсанă, çĕнĕ 7,8 километр çул тунă, çулсен 9,8 километр тăршшĕ сыпăкĕсене çутатса тăрассине йĕркеленĕ. Хăрушлăхсăр паха çулсем тумалли нацпроектпа килĕшӳллĕн пурнăçланă ĕç калăпăшĕ те пысăк. Апла пулин те, Владимир Михайлович шучĕпе, укçа пурпĕр çителĕксĕр. Вырăнти çулсем тĕлĕшпе — пушшех. Вĕсен тăршшĕ 10,5 пин километрпа танлашать. Çав шутран 30% кăна нормативсене тивĕçтерет. Пĕтĕмпех йĕркене кĕртме 8-9 миллиард тенкĕ кирлĕ.

Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев çулсен юсавĕн пахалăхне çирĕп тĕрĕслесе тăма кирлĕ лабораторие ĕçлеттерсе ярассине кĕске вăхăтра вĕçлеме хушрĕ. Çавăн пекех çулсене проектлас ĕç пахалăхне ӳстермелле, çулсем çинчи фото-, видеофиксацин пĕрлехи тытăмне йĕркелесе çитермелле.



Хыпар
27 декабря 2021
14:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter