Чӑваш Ен ентешӗсен форумӗ 2022 ҫулта Республика кунӗнче пӗрремӗш хут иртĕ

Чӑваш Ен ентешӗсен форумӗ 2022 ҫулта Республика кунӗнче пӗрремӗш хут иртĕ

Палăртнă мероприятине  Мухтавлă ентешĕмĕрсен ҫулталăкне халалланă тĕп плана кĕртнĕ. Кун пирки ыйтăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Обществăлла канашĕн ларăвĕнче тĕплĕн пăхса тухнă.

Чăваш Республикин Экономика министерстви асăннă Форума 2022 ҫулта ҫĕртме уйăхĕнче ирттерме плана кĕртнĕ. Паллă мероприяти Шупашкарта пулакан экономика форумĕпе те тӳр килет.  Пысăк паллă пулăма Чăваш Енĕн сумлă ҫыннисене йыхравлаҫҫĕ, вĕсем Раҫҫей Федерацийĕнчи ытти регионсенче пурăнаканнисем.  Ют ҫĕршывра ĕҫлесе пысăк хисепе тивĕҫнисем те сахал мар.   

«Пулакан форум, палăртса хунă пек иртмелле, паллă пулăмсенчен пĕри  пулса тăмалла.  Чи кирли – паллă ентешĕмĕрсене пĕр-пĕринпе курнăҫса, тĕплĕнрех паллашма та меллĕ пулĕ. Тепĕр тесен, вĕсем пĕрле пухăнсан, пирĕн ҫитĕнекенн ăру вĕсене курса, вĕсем пек пулма та тăрăшĕ.  Малашнехи ĕҫсене пĕр-пĕринпе килĕшсе пурнăҫласа пыма та меллĕ пулĕ, вĕсен паха ĕҫ опычĕсене ҫамрăк яш-кĕрĕм курса, вĕсем пек пулма тăрăшĕ. Вĕсене пирĕн хамăрăн территоринчи ĕҫсемпе паллаштарма та аван», тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Обществăлла канашăн Председателĕ, «НПК «ЭЛАРА» имени Г.А. Ильенко»  АО генеральнăй директорăн ҫумĕ Наталия Партасова сăмаха малалла тăснă май, Паллă ентешĕмĕрсен ҫулталăкĕ региона ҫĕнĕ инвестицисем явăҫтарма та тен май парĕ тесе каланă.   «Пирĕн тăрăхран кайнă ентешĕмĕрсем, тен май пулсан, Чăваш Ене килме кăмăл тăвĕҫ, ҫĕнĕ условисенче хăйсен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртме шутлĕҫ. Пĕлтерĕшлĕ программăсемпе тĕплĕнрех паллашса, вĕсемпе усă курма та пултарĕҫ», тенĕ вăл.   

Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова хăйĕн докладĕнче 2022 ҫулхи тĕп планпа паллаштарнă, Мухтавлă ентешĕмĕрсене халалласа палăртнă хăш-пĕр мероприятисем пирки кĕскен чарăнса тăнă.  Тĕрлĕ регионсенче пурăнакан ентешĕмĕрсемпе пĕрле килĕшсе, ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарса пыма та аванрах пулассине палăртнă.  Тĕп мероприятисен планне Чăваш Республикинчи ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансен, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче ĕҫлекенсен, обществăлла организацисен сĕнĕвĕсене шута илсен йĕркеленине пĕлтернĕ министр.  Ҫитес ҫулталăка халалласа, ятарлă землякичувашии.рф.  сайт пуҫарса янине хыпарланă вăл.  Кунта тăтăшах хыпарсене вырнаҫтарса пынине, халăхăн шухăш-кăмăлне шута илсе те ҫĕнĕлĕхсене вырнаҫтарса пырасса шантарса каланă министр.  «Паттăрсем пирĕн хушăмăрта» мероприятисен блокĕ ку сайтра тĕп вырăнта пуласси те куҫ кĕретех.  Паллă ентешĕмĕрсене саламлама та меллĕ пулĕ ку ресурспа», тесе хушса каланă Чăваш Республикин культура  министрĕ.  

Пĕр пухăннă пек чухне, Обществăлла канашĕн ларăвĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне 2022 ҫулта тухма хатĕрленекен Ҫыру пирки те чарăнса тăнă, уйрăм самантсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.   

Ял хуҫалăхĕ, обществăлла хăй тытăмлăх территорийĕсене аталантарассипе палăртнă самантсем, ял ипотеки, ҫурт-йĕр хăпартассипе ыйтусем те кун йĕркинчех пулнă, вĕсене те тĕплĕн тишкернĕ.

Граждансен обществине аталантарма грантсем тивĕҫтерес ыйтăва сӳтсе явнă. Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Надежда Столярова хăйĕн сăмахĕнче 2022 ҫул валли президент фончĕ урлă грантсем парса пулăшма 20 млн тенкĕ конкурсене тĕрев пама хушма укҫа илес тесе заявка тăратнине пĕлтернĕ « Шанатпăр, пĕрлехи пулăшăвăн калăпăшĕ 40 млн пулассине. НКОсен проекчĕсене асăннă пулăшу витĕм кӳрессе те ĕненетпĕр», тесе каланă вăл. Сăмах май, 2021 ҫулта НКОсене пурĕ те 20 млн парса тивĕҫтернине асăннă министр тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.  

«Грант виҫи пысăкланни – ĕҫсен хăвăртлăхне тата пахалăхне хăвăртлатма, ытларах проектсене пурнăҫа кĕртме май парать.  Ӳлĕмрен те ку ĕҫе малалла тăсмалла.  Ман енчен пĕр сĕнӳ – ку ĕҫе Обществăлла паратăн пайташĕсене явăҫтарсан аван.  Мĕншĕн тесен, ҫитес ҫул уйăракан грант виҫин калăпăшĕ икĕ хут та нумайрах пулĕ. Проектсен пахалăх шайĕ ҫав тери пысăк пулмалла, экспертиза кирлĕ пек шайра кăлармалла мĕнпур ĕҫсене», – тесе сăмаха ҫавăрса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

2021 ҫулта конкурса пĕтĕмпе 45 заявка тăратнă.  Вĕсенчен 29-шĕ 20 млн тĕреве тивĕҫнĕ.  Чи паха проектсем наукăпа, вĕренӳпе, сывлăх сыхлавĕпе ҫыхăннă проектсем. Вĕсем чăнласах та, ыттисемшĕн паха тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăнă.

           



28 декабря 2021
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter