Тутлă апат хатĕрлекенсен конкурсĕ
Чăваш шăрттанĕ кăçал Раççейре чи тутлă апатсен йышне кĕнĕ. Ахальтен мар, авалтанах вăл пирĕн ĕçчен те тарават кăмăллă халăха сăнлать. Ăна тата тĕрлĕ тутлă апат-çимĕçе хатĕрлес ăсталăхпа паян республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тата ытти хăна Шупашкарти пĕр техникума çитсе паллашрĕç. Тăван халăх апат-çимĕçне хатĕрлеме пĕлекен поварсем хальхи вăхăтра ылтăнпа тан. Туризм аталаннă май хăнасем чи малтанах хамăр тăрăхра пĕçернĕ, хатĕрленĕ çимĕçе астивме васкаççĕ. Кавăн кукли, хуплу, шаркку, пӳремеч – авалтанах чăваш хĕрарăмĕсем кăмакана лартса пĕçернĕ, тĕрлĕ тутлăхсем хутăштарнă. Çак пуянлăхпа паллаштарас тĕллевпе республикăра «Çĕнĕ çул умĕнхи наци апачĕсем» конкурс иртрĕ. ВЕРА МАРКОВА: «Паянхи уява хур пусса килтĕмĕр. Калач пĕçертĕмĕр, йăва, пӳремеч. Пылак торт чăваш ялавĕпе. Шăрттанпа тултармăш хатĕрлерĕмĕр. Çĕнĕ хăмларан сăра вĕретрĕмĕр». «Шăрттан», «Шупашкар салачĕ» тата ытти апат. Пурĕ çамрăксем 3 номинацире тупăшрĕç. Хуран кукли, хуплу тата ытти çимĕçе конкурса хутшăнакансем авалхи рецепта усă курса хатĕрленĕ, çапах та кашниех çĕнĕ сĕм кĕртме тăрăшнă. Акă, калăпăр, ĕçмелли коктельсем. Унта тĕрлĕ пахча çимĕç хушнисĕр пуçне чăрăш йĕпписем хурса илемлетнĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тата ытти сумлă хăна хатĕрленĕ апата астивме мар, хитре ӳкерчĕк пек хурса темччен киленсе пăхса тăрас килет терĕç. Çĕнтерӳçĕсене тĕрлĕ парнепе чысларĕç.