Олег Николаев Чӑваш Енре МИХсен представителӗсемпе ĕҫлĕ тӗлпулу ирттернӗ

Олег Николаев Чӑваш Енре МИХсен представителӗсемпе  ĕҫлĕ тӗлпулу ирттернӗ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  Олег Николаев ҫĕнĕ ҫул умĕн, раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче,  республикăри тата федерацинче массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансемпе, регионти журналистсемпе,  тĕп редакторсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче вăл 2021 ҫулхи малтанласа палăртнă ĕҫ кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, республикăра пулса иртекен пулăмсем пирки каланă, пуласлăхри тĕп ҫул-йĕрсем ҫинчен чарăнса тăнă.

Калаҫу вăхăтĕнче Шупашкар агломирацийĕ, Ҫĕнĕ Шупашкарта хăйне евĕр экономика зонине тăвасси ҫинчен канашланă, «Химпромра» водородăн пуласлăхне сӳтсе явнă, ял тăрăхĕсенче инвестици проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусем тавра та калаҫнă.   Кун йĕркинчи ытти ҫивĕч ыйтусене те пăхса тухнă, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси, пассажирсене турттарасси тата ыттине те.

Медиасфера ыйтăвĕсене те тишкернĕ.

Олег Николаев иртнĕ ҫул халăх пĕрлешсе сахал мар пысăк ĕҫсем пурнăҫланине,  чылай пĕлтерĕшлĕ ыйтусене  татса панине палăртнă.  Уҫă тĕлпулăвăн трансляцине youtub-канал «Республика 21»  канал ҫинче пăхма пулать.



29 декабря 2021
10:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter