Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата тепĕр ачасен Ҫĕнĕ ҫул ӗмӗчĕсене пурнӑҫланӑ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев паян тата та тепĕр ачан пысăк ĕмĕтне пурнăҫланă. Ярослав Котлеров ҫитĕнекен пысăк ҫемьере чăн-чăн савăнăҫ хуҫалннă, вĕсене пĕрле пĕр чăмăра пухăнса сăн ӳкерчĕксем ӳкерĕнме ятарлă специалиста йыхравласа мероприяти ирттернĕ.
Олег Николаев ҫывхарса килекен уявпа – Ҫĕнĕ ҫулпа ăшшăн саламланă, пылак ҫимĕҫсемпе пĕрле кĕнекесем парса хавхалантарнă, футболла выляма ятарлă форма, мечĕк парнеленĕ. Фотостудинче республика Пуҫлăхĕпе пĕрле пысăк йышлă ҫемье паян савăнăҫлă сăн ӳкерчĕксем тунă.
Палăртнă ҫемье Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнать, амăшĕ – Светлана Михайловна тăватă ача пăхса ҫитĕнтерет. Виҫĕ ҫулхи Ярослав тата София пĕр ҫулхисем, 5 ҫулхи Настя тата 14 ҫулхи Артем кашни кун пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе, пулăшса, пĕр-пĕринчен ыррине вĕренсе ҫитĕнеҫҫĕ.
София тата Настя «Ромашка» ятлă 20-мĕш №-лĕ ача садне ҫӳреҫҫĕ. Аслă ывăлĕ Артем Ҫĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта 8 класра ăс пухать. Палăртма кăмăллă, «Ырă ĕҫ – канăва каймасть» пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ ăмăртура ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнĕ. 5 ҫул Артем спорта ҫӳрет, футбол выляссипе ăсталăха ӳстерет. Тĕрлĕ ăмăртусенче пĕрре мар ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнĕ. «Георг-Спутник» хула турнирĕнче чи лайăх вратарь ята 2021 ҫулта ҫĕнсе илнĕ.