Чăваш Республикин  Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче граждансене 2022 çулта тата планпа  пăхнă 2023, 2024 çулсенчи тапхăрта медицина пулăшăвĕпе тӳлевсĕр тивĕçтермелли патшалăх гарантийĕсен программине çирĕплетнĕ

2022 ҫулта граждансене компьютерпа тата магнитпа резонанслă томографи тумалли калăпăшăн виҫи 1,8 тата 2,1 хут ытларах ӳснĕ.  Кăшăл вирус чирĕ алхаснă тапхăрта шăпах та диагностика тĕпчевĕсем тума пĕлни питĕ вырăнлă, ҫавăнпа та кун пек йышăнăва пăхса тухнă.

Паян Чăваш Республикин  Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче граждансене 2022 çулта тата планпа  пăхнă 2023, 2024 çулсенчи тапхăрта медицина пулăшăвĕпе тӳлевсĕр тивĕçтермелли патшалăх гарантийĕсен программине çирĕплетнĕ.

2022 ҫулхи Программăпа килĕшӳллĕн, амбулатори мелĕпе медицина пулăшăвĕсене тивĕҫтермелли нормативсем те пулаҫҫĕ.  Ку профильпе вăтамран 12 хутчен комплекслă майпа пулăшăва тивĕҫме пулĕ.   Кунсăр пуҫне диспансеризаци тухма та программăна кирлĕ пек пулăшу кĕртнĕ.  Палăртнă нормативăн калăпăшĕ ӳсни куҫ кĕтетех.  Пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе усă курма ятарлă перечень пур, вĕсен йышне тата ВМП хушма  икĕ  тĕрлĕ медицина пулăшăвĕ илмелли условисене кĕртнĕ.

Халăха, тӳлевсĕр эмелсемпе тивĕҫтермеллин укҫан виҫин калăпăшĕ те хăпарнă.  Амбулатори мелĕпе сывалакансене тӳлевсĕр е тата 50 процентне саплаштармалли перечень те пур. Ятарлă списока кĕртнĕ эмелсен йышĕ пуянланнă, хушма 22 тĕрлĕ ҫĕнĕ эмелсен ячĕсене кĕртнĕ.      Апла пулсан, вăраха кайса чирлекенсене пулăшу пама, тӳлевсăр эмелсемпе тивĕҫтересси ҫитесҫул та кирлĕ пек шайра пулса пырĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче, 2022 ҫул валли пăхса хăварнă Программăра пĕтĕмпех ҫителĕклĕ таран  мероприятисем кĕртнине асăннă. Дефизцит пулмасса ата асăнса хăварнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  2021 ҫулхинчен калăпăш самай ӳснине ҫирĕплетсех каланă Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ. Медицина пулăшăвĕн мĕн пур тĕсĕпе уйăракан тăкаксем пысăкланаççĕ. Çакă 2022 çулта Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн шучĕпе саплаштармалли тăкаксене те, республика бюджетĕнчен уйăракан укçа виçине те пырса тивет. Диспансеризацирен пуçласа тӳлевсĕр тивĕçтермелли эмелсем таран – укçа-тенкĕ хушăнать. Министр республикăра пурăнакан кашни çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине гарантиленине çирĕплетнĕ.

2022 ҫул валли пăхса хăварнă Программăна пурнăҫа кĕртмелли укҫан калăпăшĕ 21,8 млрд танлашать.  

«Укҫа-тенкĕ калăпăшне кура, медицина пулăшăвĕсен пахалăх шайĕ те пысăк пулмалла яланах.  Технологисене кулленех пăхăнмалла. Пуласлăхри тĕллевсем пысăк, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн пурин те тăрăшмалла», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Программăна пурнăҫа кĕртес ĕҫе республикăри   93 медицина учрежденине явăҫтарнă.

Палăртнă тăрăх, 2022 ҫулта поликлиникăсене пĕтĕмпе 11 млн ҫын каяссине шута илнĕ. Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсене тивĕҫекенсен шучĕ 6700 яхăн пуласси те паллă. Халăх сывлăхне сыхлас ĕçре укçа-тенкĕ çителĕклĕхне тивĕçлĕ компетенцисемпе, техника майĕсемпе çирĕплетни те пысăк пĕлтерĕшли çинчен каланă, çак ыйтусемпе те тимлĕ ĕçлемеллине палăртнă республика Пуҫлăхĕ ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май.   



30 декабря 2021
11:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter