Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫĕнĕ 2022 ҫул ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин хаклă ҫыннисем!

Сире ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ 2022 ҫул ячĕпе саламлатăп!

Ҫак уяв пире савăнăҫ кӳрет, унран ыррине кăна кĕтетпĕр, вăл кашни киле ăшăтать, хăтлăх парнелет! Чăваш Енре Хусан тата Сăр хӳтĕлев чиккисен строителĕсен ĕҫ паттăрлăхĕн ҫулталăкĕ тесе пĕлтернĕ ҫул республика пурнăҫĕнчи паллă пулăмсемпе, ырă улшăнусемпе палăрса юлать.

Кăҫал эпир сирĕнпе пĕрле ҫак улшăнусене кашни ҫын туйтăр, пирĕн тăван ял-хула илĕртӳллĕ те хăтлă пултăр тесе питĕ пысăк ĕҫ турăмăр. Манăн шухăшпа, ҫак 12 уйăхра нумай ĕҫе ăнтартăмăр. Экономика аталанăвĕпе, граждансен интересĕсене тĕпе хурса наци проекчĕсене пурнăҫлассипе ҫыхăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пĕрле татса патăмăр.

Эпир финанс енĕпе ҫирĕплентĕмĕр, тата ытларах инвестици хыврăмăр, коммуналлă инфратытăма, общество вырăнĕсене чăннипех ҫĕнетме пуҫларăмăр, ҫĕнĕ производствăсем уҫрăмăр, ҫурт-йĕр, ҫулсем турăмăр, шкулсене, ача сачĕсене, медицина учрежденийĕсене, культурăпа спорт обьекчĕсене ҫĕнетме тытăнтăмăр. Ҫакă пĕтĕмпех - пирĕн пĕрлехи ĕҫĕн, Чăваш Ен шăпишĕн яваплăха туйнин шăнăрĕ. Ун хыҫĕнче - сирĕнтен кашнин ĕҫĕ! Пĕрлешсе эпир йывăрлăхсене, ҫĕнĕ чăрмавсене парăнмарăмăр. Пĕчĕк тата пысăк ҫак ҫĕнтерӳсем, иккĕленместĕп, пире малашне те тăван республикăшăн тăвакан ырă ĕҫсенче пĕрле пулма пулăшĕҫ.

Хаклă туссем!

Ҫĕнĕ ҫула хумханса кĕтетпĕр, лайăххине шанатпăр, телей пирки ĕмĕтленетпĕр: пурте сывă пулччăр, килте ăнланупа килĕшӳ хуҫаланччăр, ытлăх-ҫитлĕх пултăр, ачасемпе мăнуксем савăнтарччăр, шанчăклă туссем, пирĕнпе пĕр шухăшлă ҫынсем юнашар пулччăр. Килес ҫул, Мухтавлă ентешсен ҫулталăкĕ, пирĕн хушăри ҫĕнĕ ятсене уҫтăр, кашни ҫемьене, республикăна пархатар кӳтĕр.

Ҫывхарса килекен ҫулталăк пире тăван вучах ăшшипе ăшăттăр, тăвансемпе, ҫывăх ҫынсемпе ырăпа кăна тĕл пултарса савăнтартăр, манăҫми самантсемпе тата ҫĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмпа  пуян пултăр. Пурне те ҫирĕп сывлăх, телей, ырлăх, пархатарлă мĕн пур ĕҫре ăнăҫу сунатăп! Ҫĕнĕ ҫул ячĕпе!

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                   Олег Николаев



30 декабря 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter