Олег Николаев Раҫҫей Президенчӗ хушнипе ҫамрӑк Апполинарие ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул ячӗпе саламланă

Олег Николаев Раҫҫей Президенчӗ хушнипе ҫамрӑк Апполинарие ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул ячӗпе саламланă

 Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ячĕпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Шупашкар хулинче пурăнакан тăхăр ҫулхи Апполинария Малеевăна ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул ячĕпе саламланă, унăн пысăк ĕмĕтне хапăл тусах пурнăҫланă.    

Маларах Апполинария Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин патне ҫыру янă, унта вăл хăйĕн ĕмĕчĕ пирки пĕлтернĕ.  Хăйне валли планшет ыйтса ҫырнă, йăмăкĕ валли пукане, амăшĕ валли чей вĕретсе ĕҫме чайник ыйтнă.    Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ачан ĕмĕтне пурнăҫланă.  Вăл вĕсене пылак ҫимĕҫсем, театра кайма билетсем парса хавхалантарнă.

«Апполинария Президент патне ҫыру ҫырнă. Мана РФ Президенчĕ сирĕн пата ҫитсе парнесене пама хушрĕ, ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул ячĕпе саламлама каларĕ», - тесе пĕлтернĕ хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.   Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хĕр ачана пысăк тĕллевсем патне ăнтăлма вăй-хал, ҫирĕп сывлăх, пуҫаруллăх суннă.  «Пысăк тĕллевсем лартсан,  ҫитĕнӳсем патне ҫитме те аванрах», -  тенĕ вăл.

Апполинария Шупашкарти 18-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта виҫҫĕмĕш класра вĕренет. «Манăн ача шкулта тăрăшса ăс пухать.  Тăван тавралăха, математикăна хисеплет, ӳкерме те кăмăл тăвать», - тесе пĕлтернĕ амăшĕ. Вăл тата класра староста пулса тăрăшать. Шкулти мĕнпур конкурссене йĕркелеме, вĕсене хутшăнса пурне те савăк кăмăл парнелеме юратать.  Шкултан таврăнсан, пушă вăхăта сая ямасть, шашка вăййисене те хаваспах ҫӳрет хĕр ача.   



30 декабря 2021
09:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter