Юрлама та, ташлама та май пур
Çĕнĕ çул парниллĕ пулчĕç. Сăмах тăвайсем пирки пырать. Тăвай салинче районти культура çуртне уçрĕç. Икĕ çул тĕплĕ юсав хыççăн культура вучахне паллама та çук – шалтан та тултан тĕппипех улшăннă. Савăнăçлă уявра Алексей Зотиков репортер та пулчĕ. Культура çуртĕнче юрă шăранать, кĕвĕ янăрать. Çак саманта тăвайсем та икĕ çул кĕтнĕ. Тĕплĕ юсава темиçе тапхăрпа ирттернĕ. Иртнĕ çулта тăрă юсанă, чӳречесене улăштарнă, çурт тулашне хăт кĕртнĕ. Кăçал вара шалти ĕçсене пурнăçланă. Ăшă тытăмне, электричество пралукĕсене улăштарнă, шыв кĕмелли тата юхса тухмалли пăрăхсене çĕнетнĕ тата ытти те. Тĕплĕ юсав ирттерме икĕ çулта 33 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Чăнах та, культура çурчĕ тĕппипех улшăннă. Кунта кĕрсен чун савăнать. Кашни тăваткал метр лаптăкра пултаруллăх туптанать. – Çак кермен тĕпрен юсанă хыççăн çĕнĕрен тунă пекех. Пурте савăнатпăр паян. Ĕçе çакăн пек туни хальхи вăхăтра питĕ кирлĕ. Хуть те мĕнле ĕçе пуçласасăн та, паллах, ăна чăн малтанах вăхăтра туса пĕтермелле. Тепĕр енчен çынсене усăллă тумалла. Вĕсене нумайлăха çакна пурнăçра киленсе пыма усă курса пымалла тумалла тесе, ман шутпа, тăрăшмалла. Çакăн пек тăрăшатпăр ĕнтĕ. 300 вырăнлă зал, ташламалли лапам, тĕрлĕ пӳлĕм. Культура çуртĕнче 30 ытла пĕрлешӳ вырнаçнă. Тăвайра культура çурчĕ хута кайрĕ пулсан Шăхасанра çĕнĕ ăрури вулавăш уçăлчĕ. «Импульс» çамрăксен центрĕ, «BOOK-лабиринт», «Çеçпĕл» литература пӳлĕмĕ тата ытти те. Кунта халĕ кĕнеке вулама кăна мар, тĕрлĕ ăсталăха аталантарма та, çĕнĕ пĕлӳ илме те май пур. ЛЮДМИЛА ЧЕБУКОВА: «Интеллектуариум» ача-пăча аталану центрĕ. Кунта пирĕн ачасем уроксем хыççăн килсе кĕнеке вулаççĕ, вăйă выляççĕ, пирĕн çĕнĕ техникăсем пур халь. Интерактивлă сĕтел тата интерактивлă глобус теççĕ. Пирĕн карточкăллă вăйăсем нумай, шашкăлла, шахмăтла вĕренме ачасем килеççĕ». Модельлĕ вулавăшра çĕнĕ проектсем. Вĕсенчен пĕри – çуралнă кун библиотекăра. Уяв савăнăçлă та усăллă ирттерме нимĕн те чăрмантармалла мар.