IT-специалистсене ытларах вĕрентсе кăларĕç
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче IT-специалистсене бюджет шучĕпе ытларах вĕрентсе кăларĕç. Раççей Президенчĕ экономикăн 10 тĕп отрасльне цифровизацилеме хушнă.
Çĕнĕлле ĕçлес тесен специалистсем кирлĕ. Çавна май çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче аслă шкулсенче IT-специалистсем валли 80 пин вырăн таран бюджет вырăнĕ пăхса хăварĕç. Ку вăл çулталăк каяллихинчен 25 процент нумайрах. 2024 çул валли ку кăтартăва 2,5 хут ÿстерме палăртаççĕ. Çакăн пирки Раççей вице-премьерĕ Дмитрий Чернышенко цифра трансформацийĕн регионсенчи ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура каланă.
Информаци технологийĕсем енĕпе ĕçлекенсене бакалавр шайĕнче хатĕрлессин шучĕ çĕршывăн мĕн пур регионĕнче ÿсмелле. Аслă шкулсен заявкăсене нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕччен хатĕрлесе çитермелле. Пысăк профессионалсене вĕрентсе кăларас тесен преподавательсен шайне те ÿстермеллине палăртнă çĕршывăн вице-премьерĕ.
Чăваш Енĕн цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина специалистсене хатĕрлеме ачаран пуçламалла тесе шухăшлать. Аслă шкулсенче хысна шучĕпе вĕрентни вара цифра пуласлăхне çул уçĕ.