Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев федерацин Атӑлҫи округӗн Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусӗнче ҫӗршывӑн пулас хӳтӗлевҫисемпе тĕл пулнă

Олег Николаев посетил Чувашский кадетский корпус ПФО имени Героя Советского Союза А.В. КочетоваНарăс уйăхĕн 20-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев федерацин Атӑлҫи округӗн Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусӗнче ҫӗршывӑн пулас хӳтӗлевҫисемпе тĕл пулнă, шкулти условисемпе паллашнӑ, ҫавӑн пекех кадетсен прися-гисене йышӑнас церемоние хутшӑннӑ.

«Присяга йышӑннӑ чухне эпир  ҫирĕп йĕркене пăхăнса тӑма шантаратпăр. Хамӑр ума лартнă тĕллевсене чунтан парӑнса тата чун-чӗререн пурнӑҫлас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр. Сире те ҫапла пулма чĕнсе калатăп», – тенӗ Олег Николаев. «Эсир хӑвӑр валли Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен ҫулне суйласа илнĕ. Ҫакӑ сире чыслӑ  пулма вĕрентет. Эсир суйласа илни тантӑшсемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать. Сире хӑвӑр суйласа илнӗ ҫул ҫинче ӑнӑҫу сунатӑ», - тенĕ.

Кадет корпусӗнче вĕренекенсене, вӗсен пурнӑҫӗнчи чи савӑнӑҫлӑ кунпа  Чӑваш Респуб-ликинчи тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров  саламланă. Ҫавӑн пекех Вӑл Раҫҫей Пре-зиденчӗн Атăлҫи федераци округĕнчи  полномочиллӗ представителӗн Игорь Комаровӑн салам ҫырăвне вуласа панă.

Федерацин Атӑлҫи округӗн Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет кор-пусне пухăннă ертӳҫĕсем ҫамрăксене патриотла воспитани парасси тата  кадет юхӑмӗн тытӑмне аталантармалли ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Олег Николаев республикӑра кадет юхӑмне аталантарасси ҫине  пысăк тимлӗх уйӑрнине палӑртнă. Тӑван ҫӗршывăн пулас хӳтĕлевҫисемпе паянхи тĕлпулăва культура йӑли-йӗркисене тата истори еткерлӗхне сыхласа хӑварас тӗллевсене халалланă.«Эпир шкулсенче кадет класӗсен шучӗ ҫулран ҫул ӳссе пынине куратпӑр. Вӗсенче вӗренекен ачасем хӑйсен тантӑшӗсенчен уйрӑлса тӑни те  куҫ кĕретех. Чи кирли вара – патриотла ӑс-хакӑл никӗсне хывма витĕм кӳ», - палӑртнă регион Ертӳҫи.  

Фоторепортаж



20 февраля 2021
14:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter