Хăйсене хăйсем тăсăлĕç
Чăваш Республикинче пурăнакансем социаллă пулăшусене малашне те социаллă хӳтлĕх пайĕсене е нумай енлĕ пулăшу центрне çитмесĕрех илме пултарĕç. Аса илтеретпĕр, ку йĕркене пандеми вăхăтĕнче кĕртнĕччĕ. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен ачашăн уйăхсерен паракан тӳлев — ултă уйăха, виççĕмĕш ача çуралнипе уйăхсерен паракан тӳлев — 12 уйăха хăйне хăй тăсăлнă. Малалла çак ĕç мĕнле йĕркеленсе пынине ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова каласа пачĕ.