Çурхи тапхăра хатĕр
Кăçалхи хĕллехи тапхăр шартлама сивĕсемпе кăна мар, йышлă юрпа та савăнтарчĕ. Анчах та çурхи çанталăк вăй илсен , пăр ирĕлсе хăш-пĕр юханшыв çыранран тухас хăрушлăх пур. Çурхи шыв ялсемпе хуласене сиен ан кÿтĕр тесен паянах сыхă пулмалла. Лару-тăрăва тата ейÿ тапхăрĕнчи ĕç-пуçа çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министерстви йĕркеленĕ ларура сÿтсе яврĕç.