Сывлăхĕ хавшак пулсан та чунĕпе пуян
Психологи сывлăхĕ проектпа килĕшӳллĕн Атăлçи тăрăхĕнчи 5 пин ача тĕрлĕ социаллă пулăшу илнĕ тата медицина реабилитацийĕ витĕр тухнă. Чăваш Ен те çак проекта пурнăçа кĕртекен пилотлă регионсен шутне кĕнĕ. Кун пирки нумаях пулмасть Раççей Президенчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи элчи Игорь Комаров ирттернĕ ларура калаçрĕç. Шупашкарти 19-мĕш шкул та инклюзивлă йĕркепе ĕçлет. Кунта вĕренекенсем, сывă-и, сывлах енчен хавшак-и — вĕсен пурин те пĕр пек майсем кунта. Пултарулăха аталантарма, шăм-шака çемçетме, тавра курăма пуянлатма ачасене юмах тĕнчи те пулăшать.