Шупашкарта «Ырăлăх шевли» акци иртрĕ

Эпир пурте тĕнче ырăрах пуласса кĕтетпĕр. Анчах çакă пирĕнтен кашнинчен килнине чылай чухне шухăшламастпăр та. «Кашни çын пĕр ырă ĕç те пулин тусан тĕнче лайăхрах пулĕччĕ», — тенĕ Юрий Никулин актер та. Хирĕç пăхса йăл кулни те чуна ăшăтать-çке тепĕр чух, пысăк ĕçсем тума хавхалантарать.

Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта «Ырăлăх шевли» акци иртрĕ. Ку мероприяти çулленех иртет, анчах пĕлтĕр ăна йĕркелеме коронавирус пандемийĕ сарăлни чăрмантарнă. Мероприятие вырсарни шкулĕсене çӳрекенсем, тăлăх тата сусăр ачасем хутшăннă. Акцие Раççей МЧСĕн, ВДПО Чăваш Енри уйрăмĕн ĕçченĕсем, Вырăс Православи Чиркĕвĕн Шупашкар-Чăваш Ен Епархийĕн представителĕсем тата волонтерсем Вырăс драма театрĕн артисчĕсемпе пĕрле хатĕрленĕ.

Чи малтанах ачасем ăсталăх класĕсенче вăхăта кăсăклă та усăллă ирттерчĕç. Пĕрисем пушар хуралĕн машинине ларса курчĕç, теприсем çамрăк парикмахерсем патĕнче çӳçне илемлетрĕç, ыттисем тем те пĕр ăсталама хăнăхрĕç. Шывра путакана çăлма вĕренекенсем тата çăлав тумне тăхăнассипе ăмăртакансем те пулчĕç. Унтан ачасем «Сак çинчи юмахсем» юрă-кĕвĕллĕ спектакль курса киленчĕç.

Палăртмалла, мероприятие Шупашкарсем çеç хутшăнман. Çĕмĕрлери Вырсарни шкулĕнчен килнĕ делегаци, сăмахран, çак акци ачасемшĕн мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Ачисен куçĕнчи савăнăçне кура ашшĕ-амăшĕ те хавасланчĕ. Волонтерсем те пĕчĕк ăстасемпе ĕçлеме кăмăллă пулнине каларĕç. Йĕри-тавра мĕн чухлĕ йăл кулă асăрхама пулчĕ çав кун! Çакă мар-и вăл ырăлăх шевли?

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
15 марта 2021
09:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter