Яваплă ĕç
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2010-мĕш çулти Хушăвĕпе килĕшӳллĕн пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче çулсерен уголовлă айăплава пурнăçлакан тытăмăн кунне паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун 1879-мĕш çулта 2-мĕш Александр Раççей императорĕ тĕп тĕрме управленийĕ йĕркелемели пирки хушу кăларнă. Çак тытăмра ĕçлекенсем патĕнче манăн ĕçтешсем пулса курчĕç.