Чăваш Республикин Спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ

В Чувашии продолжают развивать спортивную инфраструктуру Пуш уйăхĕн 16-мĕшнче Чăваш Республикин Спорт министерствин ĕҫтешĕсен анлă ларăвĕ иртнĕ.  Паллă пулăма Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. 2020 ҫулхи спортри ĕҫсене пысăка хурса хакланă хăйĕн сăмахĕнче регион Ертӳҫи. «Спорт учрежденийĕсене ҫӳреме тĕрлĕ условисем туса ҫитертĕмĕр. Халăх кăмăллă, кĕлетке-ҫурăма хускатма,  спортри ăсталăха туптама хаваспах ҫӳрет. Спорт инфратытăмĕ тĕпрен ҫĕнелсе пычĕ.  Объектсенче пурлăхпа техника бази те аванах пуянланчĕ.  Тĕрлĕ ресурссене хута яни, пысăк кăтартусем патне ҫитме витĕм кӳни те куҫ кĕретех», - тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Аслă ҫултисене валли спорт учрежденийĕсене тӳлевсĕр ҫӳреме майсем тунă.  Пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма сахал мар тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттернĕ. Тухăҫлă ĕҫленине кура, спортра кулленех спортсменсем пысăк ҫитĕнӳсемпе палăраҫҫĕ, республика чысне ҫӳллĕрен те ҫӳле ҫĕклесе пыраҫҫĕ.  Патшалăх енчен те сахал мар тĕрев куҫать. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн стипендийĕ спортсменсене тата та ҫитĕнӳсем туса пыма хавхалантарать.  Пирĕн ентешсем Раҫҫей Федерацийĕн пĕрлештернĕ  спорт ушкăнĕнче вăй хураҫҫĕ. 

Регионта пурăнакансене сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма сахал мар тĕрлĕ услови йĕркеленĕ. Мероприятисене кăшăл вирус амакĕнчен сыхланса профилактика ĕҫĕсене пăхăнса ирттерсе пынă.  Паллă, чир-чĕр лăпланман-ха, пур-пĕрех спорта кăмăл тăвакансен йышĕ ӳссе пыни никама та иккĕлентермест. Атăлҫи федераци округĕнче пирĕн республика кăтартăвĕсем пысăк, спорта кулленех ҫӳрекенсен йышĕ ытти регионсемпе танлаштарсан самай.

Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров хăйĕн докладĕнче пĕлтĕрхи ҫул федераци программисене тĕпе хурса регионта капмар та пысăк спорт учрежденийĕсене хута яма май килнине асăнса хăварнă.  «Спорт – пурнăҫ норми» федераци проекчĕ пурнăҫа кĕртсе пынă май, шкулсем ҫумĕнче хушма стадионсем хута янă. Тухăҫлă ĕҫлесе пынине кура, федераци сахал мар тĕрев панă. 2021 ҫулта Патăрьелĕнче тата Ҫĕрпӳ тăрăхĕнче пĕрер стадион пулĕ.   «Спорта инвестици явăҫтарасси те аванах пулса пырать. 2021 ҫулта Шупашкарта Промсвязьбанк баскетболла вылямалли ятарлă центр тума плана кĕртнĕ», - тесе ырă хыпара пĕлтернĕ ведомство ертӳҫи.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тепĕр савăнăҫлă пĕлтерӳ каланă, 2021 ҫулта Шупашкарти «Атăл» спорт объектне реконструкцилеме федераци хыснинчен укҫа-тенкĕ куҫасса пĕлтернĕ.   Чăваш Республикин Правительстви тата РФ Патшалăх Думин депутачĕсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫленине кура, спорт сооруженийĕсене ҫĕнетсе улăштарма федераци бюджетĕнчен хушма укҫа куҫать.  Чăваш Республикине кăна кун пек пулăшăва параҫҫĕ, ҫĕршыври ытти субъектсене валли куҫарман.

«Малалла та ҫапла лайăх ĕҫлеме тăрăшмалла. Шупашкарти объект чи хăтлă та илемлĕ пултăр, пурне те спорта ҫӳреме йыхравлатăр. Шупашкарти «Атăл» стадион хула çыннисен юратнă вырăнĕ пулса тăрасса шанатпăр», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Ертӳҫи Олег Николаев.  

Тĕплĕнрех



16 марта 2021
15:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter