Шупашкар, Трусиха, Сăкăт шывĕсене тасатасшăн, хăтлăх кĕртесшĕн
Пĕчĕк шыв-шуртан пысăк юханшыв пулса каять. Шупашкар, Трусиха, Сăкăт шывĕсем шĕкĕр хуламăр варринче вырнаçнă. Шел пулин те, çулсем иртнĕçемĕн вĕсем çӳп-çаппа тулса пыраççĕ. Шывсен тавралăхне хăтлăх, илем кĕртес тĕллевпе Шупашкар хула администрацийĕ ятарлă программа хатĕрлес шухăшлă.