Хаçат — 25 çулта
Саккунри улшăнусене халăх патне тĕрĕс те хăвăрт çитермелле. Çĕнĕлĕхсене пур енлĕн уçса памалла. Депутатсен ĕçне-хĕлне туллин çутатмалла. Çак тĕллевпех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн йышăнăвĕпе Чăваш Енре «Республика» хаçат кăларма пуçланă. Унтанпа 25 çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Çак паллă пулăма халалласа çавра сĕтел иртрĕ.