Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркипе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен Координаци канашлăвĕн ларăвĕ иртнĕ
Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркипе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен Координаци канашлăвĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – ҫамрăксен политикин программине пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтăва тишкересси. Преступленисемпе кĕрешес тĕлĕшпе пурнăçлакан профилактика ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, саккуна хирĕçле тăвакан ĕҫсене тишкернĕ, наци хăрушсăрлăхне сиен кӳме пултаракан регион паллисене хак панă.
Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн ҫумĕ Николай Жуков регионта ҫамрăксен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе активлă ĕҫленине хыпарланă. Ҫамрăк яш-кĕрĕм обществăлла политика ĕҫне хастар хутшăннине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Регионта пĕтĕмпе ҫамрăксен обществăлла пĕрлешĕвĕсене 28 пин ытла пуррине шута илнĕ. Вĕсенче 2,8 пин хастар вăй хурать, официаллă майпа 44 организацине регистрациленĕ», - тесе пĕлтернĕ ведомство ертӳҫин ҫумĕ.
Палăртма кăмăллă, 2020 ҫулта тĕрлĕ пултарулăх мероприятийĕсенче 48 пин ытла ҫамрăк хутшăнма кăмăл тунă.
Ҫулсерен тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнса пирĕн ҫамрăксем регион чысне ҫӳллĕрен те ҫӳле ҫĕклеме витĕм кӳни те куҫ кĕретех. Пĕлтĕр форумсене пурĕ 1411 ҫамрăк хутшăннă. «Раҫҫей шкул ачисен юхăмĕ» ятлă пĕрлешӳ регионта та вăй илсе пырать. Ку обществăлла ĕҫе мĕнпур яш-кĕрĕм хастар хутшăнать, хăйсен ăсталăхĕпе ыттисене тĕслĕхсем кăтартса парать. Юлашки ҫулсенче тĕрлĕ шырав ĕҫĕсене уйрăмах шкул ачисем кӳлĕнеҫҫĕ. Тĕрлĕ тĕпчев ĕҫĕсем ирттереҫҫĕ. Паянхи куна республикăра 50 ытла ку енĕпе ĕҫлекен пĕрлешӳ пулнине шута илнĕ.
Ырă ĕҫ тăвакансем те сахал мар регионта, волонтерсен пĕрлешĕвĕсем пурĕ 1,7 пин ытла, вĕсенче 50 пине яхăн ҫын тăрăшать.
Ҫамрăксен политики пирки калакан ĕҫ хутне йĕркелес ыйту та кун йĕркинчех тăрать. Ҫĕнĕ саккуна вăя кĕртсен, тата та ҫамрăксене валли тĕрлĕ майсем пулăшу пама уҫăлĕҫ. Паянхи куна илес пулсан документа хатĕрлесе ҫитернĕ тесен те йăнăш мар, хальлĕхе тĕрлĕ ведомствăсемпе пĕрле пăхса тухас ĕҫ пырать.
Олег Николаев проект хутне ҫамрăксемпе пĕрле тишкерсен аван пулнă пулĕччĕ тесе хушса каланă. «Ҫамрăксен сĕнĕвĕсене ытларах шута илмелле документра. Пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳмелле пултăрччĕ ҫӳлерех асăннă ĕҫ хучĕн», - тенĕ вăл.
Паян ларура регион Пуҫлăхĕ тепĕр самант пирки те чарăнса тăнă. Ялта пурăнакан ҫамрăксем патне ытларах тимлĕх уйăрма сĕннĕ. «Вĕсем те хастар, чылай чухне паха сĕнӳсемпе пулăшаҫҫĕ», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Пултарулăх «лаҫҫинче» вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулни куҫ кĕретех.
2021 ҫулта право йĕркипе тивĕҫтерессипе йышăннă профилактика мероприятийĕсем пирки ятарлă ведомствăсен представителĕсем каласа кăтартнă, йĕрке пăсасран пурин те сыхă тăмаллине чĕнсе каланă. «Тепре чухне пулкалать, ҫула ҫитмен ачасем усал ĕҫ тума пикенеҫҫĕ, аслисем курса ĕлкĕриччен, тӳрĕ мар ҫул-йĕр ҫине тăрса хăйсен пуласлăхне пăсаҫҫĕ», - тенĕ паянхи ларăва пухăннисем.