Социаллă контрактри улшăнусем

Пĕлтĕр Чăваш Енре сахал тупăшлисене пулăшас тĕллевпе  «Социаллă контракт» проект пуçарнă. Унпа килĕшӳллĕн сахал тупăшлă çемьесем социаллă уйрăмпа килĕшӳ алă пусса йывăр лару-тăруран тухмалли йĕркене çирĕплетеççĕ. Ĕçе вырнаçма, професси пĕлĕвĕ илме, усламçă ĕçне пуçарма, кулленхи пурнăçри тăкаксене саплаштарма пулăшать вăл. Кăçалтан вара социаллă контракт хушма хуçалăха аталантарма та май парать.



http://www.ntrk21.ru/video/48601
19 марта 2021
09:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter