Республикара пурăнакансене мĕн пăшархантарать?
Пĕрисене шыв, теприсене çул çукки канăç памасть. Вăрнар салинче тĕпленнĕ Рада Ластухина вара хăçан хăтлă хваттерлĕ пулăпăр-ши, тет. Пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсене вырăнта татса параймасан, çынсем республика ертӳлĕхĕнчен пулăшу ыйтаççĕ. Паян тĕрлĕ ялпа хулара пурăнакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев йышăнчĕ.