Кино ӳкерме хут пухаççĕ
«Пĕрлехи Раççей» парти пуçарнипе çĕршыври шкулсенче «Киноурок» проект пурнăçланать. Вĕренекенсем хăйсем фильм ӳкерсе уроксенче кăтартаççĕ. Пĕтĕмпе 99 ĕç хатĕрлеме палăртаççĕ. Чăваш Енре те фильм ӳкерме палăртаççĕ. Çавна май халĕ республикăри вĕренекенсем «Киноэкологи» çĕнĕ юхăма хутшăнаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе мĕнле çыхăннине Алина Сусметова тĕпчерĕ.