Ял хуçалăх аталанăвĕн ыйтăвĕсене тишкерчĕç
Пирĕн паянхи кăларăм тĕпрен илсен ял хуçалăх аталанăвĕ çинчен пулĕ. Правительство шайĕнче иртнĕ канашлура та çак ыйтусене тишкерчĕç. Агропромышленнăç тытăмĕнчи пĕтĕмĕшле лару-тăру, ял хуçалăх продукцине тирпейлесси тата тавар хакĕсем — калаçу тĕпрен илсен çакăн çинчен пулчĕ.