Хăйсен аллипе — парне
Ал-ура çавăрма вĕренсе çитнĕ ачасем вара уяв умĕн тутлă кучченĕçсем хатĕрлеме вĕренççĕ. 20-25 минут духовкăра пĕçермелле. Тата 10-15 минут илемлетмелле. Çур сехетрен кекс хатĕр те. Шупашкарти 185-мĕш ача садне çӳрекенсем хăйсем амăшĕсем валли парне хатĕрлеме пултарнине кăтартса пачĕç.