Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев«Студентсен ҫуркунни 2021. Оnline» фестивалӗн гала-концертне ҫитсе килнĕ
Ака уйăхĕн 15-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Студентсен ҫуркунни 2021. Оnline» фестивалӗн гала-концертне ҫитсе килнĕ. Паллă пулăма И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче йĕркелесе ирттернĕ.
Регион Ертӳҫи фестивале хутшӑнакансене ӑшшӑн саламланă. Студентсем ҫамрӑксен хастар пайӗ, вӗсем вӗренӳре кӑна мар, пултарулӑхӗпе те, пурнӑҫри активлӑ позицийӗпе те яланах тĕслĕхре пулнине каланă.
"Сирӗн ҫӗнтерӳсем нумай. Ҫакӑ савӑнтарать те, хавхалантарать те", - тенӗ вӑл сăмаха ҫавăрса.
Олег Николаев студентсене яланах хастар, ырӑ кӑмӑллӑ, тӗллевлӗ пулма, малашнехи профессире ҫитӗнӳсем тума суннă. "Пӗрле эпир Чӑваш Ене конкурентлӑ, лайӑх аталаннӑ тата пурăнма хӑтлӑ вырӑн тума пултарӑпӑр", - хушса хунă вӑл.
И. Н.Ульянов ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ, Чăваш Республикин аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен канашӗн председателӗ Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче ҫакăн евĕр мероприяти 52 хут иртнине, кӑҫалхи фестивале пин ытла студент хутшӑннине палӑртнă.
"Раҫҫейре 2021 ҫула Наукӑпа технологисен ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Чӑваш Республикинче вара ӑна Сăрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен ӗҫри паттӑрлӑхне халалланӑ. Кӑҫал тата этем космоса вӗҫнӗренпе 60 ҫул ҫитрӗ. Командӑсем хӑйсен пултарулăхĕнче ҫак виҫӗ темăна ҫутатса пама тăрăшнă", - палăртнă вӑл.
Хаваслă мероприятине пухăннисене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов саламланă.
Мала тухнисене наградăсем парса хавхалантарнă.