Çулталăклăх пулăшу

Ачасене уйăхсерен паракан пособие тата виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралсан уйăхсерен тӳлекен укçана халĕ 6 мар, 12 уйăхлăх палăртаççĕ.

Кун пирки Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕн çумĕ Алексей Григорьев иртнĕ эрнере ирттернĕ тӳрĕ линире пĕлтернĕ. Унсăр пуçне регионта ачасемшĕн паракан пособие илме халĕ пĕр заявлени те çитет, малтанхи пек тĕрлĕ документ пухмалла мар.

Пособи виçи çемье йышĕнчен, тупăшĕнчен тата ачасен ӳсĕмĕнчен килет. Пĕчĕк тупăшлă çемьесем нумайрах укçа илĕç.

www.hypar.ru

 



19 апреля 2021
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter