Валери Туркай сӑввисен ҫӗнӗ пуххи сӑвӑҫ 60 ҫул тултарнӑ ятпа кун ҫути курнӑ

Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 60 ҫул тултараканскер, хӑйӗн черетлӗ юбилейне сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗпе кӗтсе илет — ырми-канми сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ ҫырать, тӗрлӗ халӑхсен паллӑ поэчӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарать, вулакана ҫине-ҫинех ҫӗнӗ паха кӗнеке парнелет.

Нумаях пулмасть Шупашкарта вырӑссен ку чухнехи паллӑ поэчӗн Юрий Щербаковӑн (Аҫтӑрхан хули) В.Туркай чӑвашла куҫарнӑ сӑввисен «Казаксен юрри» тата Валери Туркайӑн Раҫҫейри паллӑ сӑвӑҫсем тӗрлӗ ҫулсенче вырӑсла куҫарнӑ сӑввисен «Навсегда я выбрал этот путь» пуххи вулакан патне ҫитрӗҫ. Кӗҫех поэзие юратакансем Тутарстан халӑх поэчӗн, Раҫҫей Патшалӑх премийӗн лауреачӗн Ренат Харисӑн В.Туркай чӑвашла куҫарнӑ сӑввисен «Кӗрхи чечексем» пуххипе паллашма пултарӗҫ.

Тин кӑна Шупашкарта паллӑ сӑвӑҫӑн юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ сӑввисемпе Гавриил Державинӑн, Михаил Лермонтовӑн, Анна Ахматован, Иван Бунинӑн, Николай Гумилевӑн, Марина Цветаеван, Борис Пастернакӑн тата Евгений Евтушенкон В.Туркай чӑвашла куҫарнӑ сӑввисен «Ҫунать-ха вучахӑм, ҫунать!...» ятлӑ пуххи кун ҫути курнӑ. Ку ретре вырӑссен аслӑ поэчӗн Гавриил Державинӑн В.Туркай чӑвашла куҫарнӑ, пӗтӗм тӗнче пӗлекен «Турӑ» оди уйрӑмах паллӑ вырӑн йышӑнать.

 



https://www.chuvash.org/news/28369.html
19 апреля 2021
13:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter