Транспорт прокурорĕ çĕнĕ

Чăваш Енри транспорт прокурорĕн ĕçне малашне Александр Кудряшов пурнăçлĕ. Ăна республика ертӳçипе Олег Николаевпа Атăлçири транспорт прокурĕ Дмитрий Конош паллаштарчĕ.

Александр Кудряшов Шăмăршă районĕнче çуралнă. Прокуратура тытăмĕнче 2003-мĕш çултанпа ĕçлет. Малтан Чăваш Енре транспорт прокурорĕн пулăшуçи пулнă, кайран Мари Элта прокурор лавне туртма пуçланă. Паян транспорт тытăмĕ хăвăрт аталанса пырать, çавна май час-час саккунсем те улшăнаççĕ. Харушсăрлăх ыйтăвĕсене те çĕнĕлле тимлемелле. Олег Николаев çак ĕçре Александр Кудряшова ăнăçу сунчĕ. 



http://www.ntrk21.ru/video/49086
20 апреля 2021
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter